АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юн кун пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ

00:00 18 января 2011 г.

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче, юн кун, районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Кун йĕркинче виçĕ ыйту пăхса тухма палăртнă.
1.Чăваш Республикинчи сывлăха сыхлас ĕçе лайăхлатмалли программăна пурнăçа кĕртесси.
2. Вăтам тата вак бизнес субъекчĕсен ĕçне федераллă статистика тĕлĕшĕнчен сăнаса тăрассине йĕркелесси.
3. “Ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕрсен çаврăнăшне лайăхлатас тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр законодательство акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен” 2010 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчи 435 номерлĕ Федераллă Закона пурнăçа кĕртесси.
Информаци кунне района Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин ертÿçин çумĕ М.М.Архипов ертсе пыракан ушкăн килет. Юн кун информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене çитсе çынсемпе тĕл пулĕç.
Хисеплĕ вулакансем! Пĕрлĕхлĕ информаци кунне эсир те хастар хутшăнасса шанатпăр. Сире çÿлерех асăннă ыйтусене сÿтсе явма, хăвăра интереслентерекен ыйтусем çине хурав илме ял тăрăхĕсенче иртекен тĕл пулусене йыхравлатпăр.
Асăннă кун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче 12 сехетрен çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.
Т.ШАШКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика