АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Планеркăра

00:00 18 января 2011 г.

Тунти кун район администрацийĕнче черетлĕ планерка иртнĕ. Унта районти лару-тăрăва сÿтсе явнă. “Çулсене вăхăтра тасатса йĕркере тытса тăрасси кăçалхи хĕлшĕн çав тери актуаллă”,– тесе палăртнă Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев хăйĕн сăмахĕнче. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен, хуçалăхсен ертÿçисене çине тăрса ĕçлеме хушнă.
Планеркăра район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çитес вăхăтра иртмелли мероприятисемпе паллаштарнă.
Шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ районти оперативлă лару-тăрупа кĕскен паллаштарнă. Иртнĕ эрнере çынсенчен 9 заявлени пырса кĕнĕ, ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем 54 протокол çырнă.
Пушар хурал надзорĕн Тăвай районĕнчи пай инспекторĕ пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ кунсенче Вăрманхĕрринче пушар пулнă. Унăн сăлтавĕ – кил хуçи тимсĕрлĕхĕнче.
Т.ШАШКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика