00:00 14 января 2011 г.
Хисеплĕ калем ăстисем, полиграфи предприятийĕсен тата хаçат-журнал салатакан службăсен ĕçченĕсем!
Сире професси уявĕпе – Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Хальхи вăхăтри тĕнче вăл – питĕ пысăк информаци анлăшĕ.
Паян сирĕн нумай енлĕ ĕçĕрĕн кăтартăвĕсемсĕр пĕр сфера та пурăнаймасть. Эсир тăван Чăваш Ене ăнăçлă аталанма пулăшакан вăй пулса тăратăр. Эсир ывăнма пĕлмесĕр ĕçленипе тата сирĕн профессионализмăра пула республикăра вăйлă та лайăх пахалăхлă информаци уйĕ туса хунă, вăл чăнлăхлă тата объективлă çĕнĕлĕхсене пĕрлештерет.
Сирĕн ĕçĕр йывăр та пысăк яваплă. Эсир чи çинçе тытăмпа – сăмахпа ĕçлетĕр, вăл пысăк калăпăшлă информацие кĕскен пĕлтерме пултаракан тĕлĕнмелле вăй пулса тăрать. Информаци технологийĕсем вăйлă аталаннă ĕмĕрте эсир çутăлăх ĕçĕнче уйрăмах пысăк вырăн йышăнатăр, пире юлашки хыпарсемпе паллаштарса пурнăçпа тан утма пулăшатăр. Авалхи грексемех çапла каланă: «Сăмах ăсталăхĕ ĕнентерÿ вăйĕ пулса тăрать». Журналистăн пултаруллă таланчĕпе эсир çынсен обществăлла ăс-тăнĕ çине витĕм кÿретĕр, пурнăç çине çĕнĕлле пăхма хăнăхтаратăр.
Чăваш публицисчĕ тата ăсчахĕ Николай Васильевич Никольский пуçарнă ĕçе ăнăçлăн малалла тăсса, эсир çыншăн куллен кирлĕ ĕмĕрхи темăсене – тăван ене юратассине, ырăлăха ĕненессине – çĕклетĕр. Калем ăстисен пуян еткерлĕхĕ журналистикăра çĕнĕ те хăйне евĕрлĕ, тарăн та нравственноç енчен çÿллĕ шайра тăракан ĕçсем çуратма пулăшакан пулăхлă тăпра пуласса шанса тăратăп. Пирĕнпе сирĕн хушшинчи ĕçлĕ çыхăну аталанса тата çирĕпленсе пырасса ĕненетĕп. Яваплăха çирĕп туйни, тĕрĕслĕх, пысăк профессионализм тата гражданла активлă позици сирĕн ĕçĕрте яланах тĕп принципсем пулса тăччĕр.
Журналистсене, редакци сотрудникĕсене, полиграфи предприятийĕсенче тата хаçат-журнал салатакан службăсенче вăй хуракансене хăйсен ĕçĕсене чĕререн парăннăшăн тав тăватăп. Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, творчествăри çĕнĕ çитĕнÿсем тата вулакансен юратăвне сунатăп.
Чăваш Республикин Президенчĕ М.ИГНАТЬЕВ.
Чăваш пичечĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе – Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе – чун-чĕререн саламлатăп.
Пирĕн хаçатсем çĕр-шывра пулса иртекен лару-тăрăва анлăн çутатса параççĕ, актуаллă ыйтусем çине хурав тупма пулăшаççĕ, сĕнÿ-канашсемпе тавракурăма пуянлатаççĕ. Республикăри, районти çĕнĕлĕхсене те массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлетпĕр.
Район пурнăçĕнче “Ял ĕçченĕ” хаçат пысăк вырăн йышăнать. Вăл çуллен çĕнелсе, лайăхланса пырать. Вулакансем унăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Район хаçатĕнче ĕçлекенсене, пичет ветеранĕсене, обществăлла корреспондентсене уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, çитĕнÿсем сунатăп. Ĕмĕтĕрсемпе творчествăлла проектсене пурнăçа кĕртмелле пултăр!
Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.ВАСИЛЬЕВ.
Уважаемые работники и ветераны печати!
От всей души поздравляю с профессиональным праздником!
Журналистика и издательская деятельность являются мощным инструментом, формирующим общественное мнение. Представители прессы всегда находятся в центре событий, идут в ногу со временем, освещая события политической, экономической и культурной жизни республики и страны.
Трудно переоценить роль СМИ в информировании населения о ходе модернизации в стране, об изменениях в законодательстве и социальной сфере. Из газет и журналов мы узнаем о самых важных событиях жизни.
Желаю всем работникам печати крепкого здоровья, счастья, творческих успехов и новых достижений.
С уважением, депутат Государственной Думы Российской Федерации, фракция «Единая Россия» П.В.СЕМЕНОВ.
Район пичечĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!
Çĕнĕ çула кĕнĕ май сире хĕрÿллĕ салам йышăнма ыйтатăп. Çулталăк уяв кунĕсемпе пуçланать. Январь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарнийĕнче Чăваш пичечĕн кунне паллă тăватпăр. Кăçал вăл вун улттăмĕшне тÿр килет. Ĕçĕрсем çак çулта та ăнăçлă, пысăк çитĕнÿсемлĕ, кал-каллăн пыччăр. Творчествăлла хавхалану нихăçан та ан иксĕлтĕр. “Ял ĕçченĕ” хаçат яланхи пекех кашни килте чи кĕтнĕ хăна пултăр.
Алексей ЕФИМОВ. Енĕш Нăрваш ялĕ.