00:00 12 января 2011 г.
Кăçалхи çулăн пĕрремĕш ĕç кунĕнче районти учрежденисемпе предприятисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен, администрацин пайсен пуçлăхĕсем анлă ларура хальхи вăхăтшăн çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев ертсе пычĕ.
Чи малтанах 2010 çул итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ çулăн канмалли кунĕсенчи лару-тăрăва тишкерчĕç. Кăрлач уйăхĕн малтанхи вунă кунне канмалли тесе палăртнă пулин те, районта ĕç-пуç пĕр вырăнта тăман. Кăрлачăн 6-мĕшĕнче культурăпа кану центрĕнче райадминистраци пуçлăхĕн Раштав елки иртрĕ. Ю.Е.Васильев ял тăрăхĕсене çитсе унти лару-тăрупа паллашрĕ, çавăн пекех район администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулса пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе 2011 çул валли çĕнĕ тĕллевсем лартрĕç. Пĕтĕм Раççейри спортпа сывлăха халалланă вунă кунлăха хутшăнса Тăвай ялĕнче мини-футбол турнирĕ иртрĕ.
Анлă ларура район администрацийĕн пуçлăхĕ çынсем пурăнакан, халăх çÿрекен вырăнсене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене çывăх вăхăтрах татса памалли çинчен чарăнса тăчĕ, пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕнчи проблемăсене хускатрĕ. Пурне те Çĕнĕ çулта çĕнĕ ÿсĕмсем сунчĕ.
Т.ШАШКОВА.