00:00 01 января 2011 г.
“Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ хăйĕн вулаканĕсене, обществăлла тата çамрăк корреспондентсене, пичет ĕçĕн ветеранĕсене Шурă кролик çулĕпе ăшшăн саламлать, пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ĕçре ÿсĕмсем, пурнăçра телейпе ăнăçу, çемьере татулăх сунать. Ырри çумне ырри хушăнса, ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр.
Ырă сунса “Ял ĕçченĕ” хаçат.
Хаклă ĕçтешĕмĕрсем, ветерансем!
Сире Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе чĕререн саламлатпăр!
Çак çулталăкра сирĕн ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр, малашлăхăр çутă пултăр. Çĕнĕ çул сире пурне те ырăлăхпа тăнăçлăх кÿтĕр. Çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем, савăнăç, юрату тата телей сунатпăр.
“Тăвайри кооператив” потребобщество.
Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкасси ялĕсенчи 4-мĕш суйлав округĕпе мана шанса районти депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланă пур суйлавçăна та, ял-йыша тав туса Çĕнĕ 2011 çул ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, иксĕлми телейпе ăнăçу, çемьере татулăх сунатăп. Ĕмĕтĕрсем ялан пурнăçа кĕрсе пыччăр. Эсир мана шаннине тÿрре кăларма тăрăшăп.
Андриян СТЕПАНОВ.
Çĕнĕ çулпа сире, хаçатçăсем!
Акă çитрĕ Çĕнĕ çул. Ку вăл кролик çулĕ пулĕ. Сире пурне те ĕçре, пурнăçра тата юратура çитĕнÿсем тума ырă сунатăп. Журналистăн ĕçĕ çăмăл маррине аван чухлатăп. Чухлатăп çеç мар, хамран та аван туятăп. Тепĕр чухне хирĕçлемелли те тупăнать, мĕн тăвăн, самана çапла килсе тухнишĕн.
Ĕмĕрÿсем сурпан пек вăрăм пулччăр, кун-çулăр таса çăлкуç пек тăрă пултăр.
Фаддей ПЕТРОВ, обществăлла корреспондент. Çĕнĕ Пуянкасси ялĕ.