00:00 01 января 2011 г.
Районăн хаклă çыннисемпе пирĕн пата килнĕ хăнасене Çĕнĕ çулпа тата Христос çуралнă кунпа чĕререн саламлатăп.
Иртсе пыракан çул çанталăкăн япăх пулăмĕсемпе – хĕллехи хаяр сивĕсемпе, çуллахи шăрăх кунсемпе тата финанспа экономика кризисĕпе асра юлчĕ. Çак хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев пирĕн ĕç-хĕле тарăннăн, çитменлĕхсене уççăн палăртса хак памалли никĕс пулса тăчĕ.
Районти ял хуçалăх ĕçченĕсем йывăр лару-тăрура та çанă тавăрса ĕçлеме пултарнине çирĕплетсе пачĕç. “Родник” тулли мар яваплăхлă (директорĕ А.Петров), “Акконд–агро фирма” (В.Иванов) обществăсем, Грачев фермер хуçалăхĕ пĕрчĕллĕ йышши культурăсене пĕр гектартан 13 – 15,6 центнер тухăç илнĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрлеме патшалăх пысăк суммăлăх укçа-тенкĕ парса пулăшнă, хуçалăхсем ку енĕпе начар мар тимленĕ.
Тăвай енри “Акконд–агро фирма” общество “Чебоксарский” (ЮНИМИЛК–Волга) сĕт комбиначĕ ирттернĕ конкурса хутшăннă. Сĕте микробиологи тĕлĕшĕнчен тасатас енĕпе Атăл çи тăрăхĕнче рекорд тунă асăннă коллектив.
Ял ĕçченĕсем умĕнчи тĕп тĕллевсем халь – выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси, вĕсен йышне тĕрĕс-тĕкел упраса хăварасси тата продуктивлăха ÿстерсе пырасси.
Машинăпа ĕне сăвакан операторсем çулталăка ăнăçлă вĕçлессишĕн тăрăшнă. Пĕр ĕне пуçне ытларах сĕт суса илес енĕпе тимлекенсен кăтартăвĕсене 4–5 пин килограмран ирттернисен йышĕ хушăннă.
Пĕлтĕр районта энергетиксен çĕнĕ юсавпа эксплуатаци бази, “Акконд–агро фирма” обществăн сĕте ĕçлесе хатĕрлекен, ăна пакетсем çине уйăракан цехĕ тата ĕне вити, Элпуçĕнчи вăтам шкул уçăлнă.
Промышленноçра, строительствăра, вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче, суту-илÿре, коммуналлă хуçалăхра, газификацире те улшăнусем çук мар. Район çыннисене тăрăшуллă ĕçсемшĕн тав тăватăп.
2010 çулта Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявларăмăр. Пире мирлĕ пурнăç туса пама хутшăннă ветерансем пысăк хисепе тивĕçлĕ. Вĕсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассипе чылай тимленĕ.
Иртнĕ çул Тăвай ен çыннисем ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене суйларĕç. Район администрацийĕн çăмăл мар лавне туртма мана шанчĕç. Республика правительствипе тачă çыхăнса малашлăхшăн, çĕнĕлĕхсемшĕн, экономикăна çирĕплетсех пырассишĕн тăрăшар, хушма ÿсĕмсем тăвар.
2011 çул – кролик çулĕ. Умра тĕллевсем сахал мар. Вĕсене пурнăçа кĕртнĕ çĕрте эсир пурте активлă пуласса шанатăп.
Тăвай енĕн хаклă çыннисем, сире Çĕнĕ çул ячĕпе тепĕр хут ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, тулăх пурнăç, шанчăклăх, телей, юрату, çутă малашлăх, ăнăçусем сунатăп.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.ВАСИЛЬЕВ.