00:00 28 декабря 2010 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев районта Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене ирттерессипе çыхăннă мероприятисем вăхăтĕнче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес пирки постановлени кăларнă.
Лару-тăрăва тишкерни çакна кăтартса парать: уявсен вăхăтĕнче район территорийĕнче инкеклĕ ĕçсен (пушар, çул-йĕр çинчи инкеклĕ ĕçсем тата вĕсен вăхăтĕнче çынсем вилесси) хисепĕ ÿсет. Тĕп сăлтавсен шутне вут-кăвартан сыхланмалли, çул çÿремелли йĕркесене пăхăнманнине, тимсĕрлĕхе кĕртмелле. Çынсем юсавсăр электричество гирляндисемпе, сертификацилемен пиротехника хатĕрĕсемпе усă курни те инкек сăлтавĕ пулса тăма пултарать. Тепĕр чух уяв мероприятине пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермен пÿлĕмсенче йĕркелеççĕ. Нумай чухне çав пÿлĕмсем уяв ирттермелли вырăн пулма та пултараймаççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пек йышăннă: ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене панă сĕнÿсем
1.1. 2010 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕччен уяв мероприятийĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли ĕçсен планĕсене туса хатĕрлемелле тата вĕсене чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата ăна сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе туса хунă комиссисен ларăвĕсенче çирĕплетмелле.
1.2. Пиротехника, электротехника изделийĕсем упранакан тата вĕсене сутакан объектсенче, çавăн пекех уяв мероприятисем ирттернĕ чухне çынсем массăллăн пулакан объектсенче пушар хăрушсăрлăхне епле пăхăнса тăнине тĕрĕслеме ятарлă комиссисем туса хумалла.
1.3. Ялсенче патшалăх пушар надзорĕн органĕсемпе, шалти ĕçсен, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайсемпе пĕрле тата пушар хуралĕн гарнизонне явăçтарса пушартан сыхланмалли ĕçсем туса ирттермелле. Ăнăçсăр çемьесем, ĕçкĕпе иртĕхекен çынсем, пĕччен ватăсемпе инвалидсем пурăнакан вырăнсене ытларах тимлĕх уйăрмалла.
1.4. Урамсене, тротуарсемпе сукмаксене тивĕçлĕ шайра тытмалла.
1.5. Яла, урамсене пырса кĕмелли, çуртсем çывăхне, экономика объекчĕсем, шыв çăлкуçĕсем патне пушар сÿнтерекен машинăсемпе тата ятарлă ытти техникăпа пымалли çулсене юртан тасатса тăмалла.
1.6. Ял поселенийĕсен территорийĕсенче инкеке сирсе ярассипе, çынсене çăлассипе кĕрешекен штатра тăман формированисене, пушар сÿнтермелли техникăна (ăна çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсемпе 100 проценчĕпех тивĕçтерсе) яланах хатĕр тытмалла.
1.7. 2010 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа 2011 çулхи январĕн 10-мĕшĕчченех поселени администрацийĕсенче ĕçлекенсенчен дежурство йĕркелемелле.
1.8. Çынсем пурăнакан вырăнта, ĕç коллективĕсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче, çынсем йышлăн пулакан объектсенче Çĕнĕ çул чăрăшĕсене капăрлатнă чухне, килте электричество гирляндисемпе, пиротехникăпа усă курнă чухне, çул-йĕр куçăмĕнче кашнин тимлĕ пулмалли çинчен ăнлантармалла.
2. Районти шалти ĕçсен пайĕн, патшалăх пушар надзор инспекцийĕн начальникĕсене прокуратурăпа килĕшсе суту-илÿ объекчĕсенче пиротехника продукцийĕ сутма сертификат пуррипе-çуккине тĕрĕслеме, çук пулсан сутма чарма, пиротехника изделийĕсем упранакан, вĕсене тата гирляндăсемпе иллюминаци изделийĕсем сутакан объектсенче, çавăн пекех уяв вăхăтĕнче çынсем массăллăн пулакан вырăнсенче йĕркесене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеме ыйтатăп.
3. Райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, социаллă аталану тата культурăпа спорт пайĕсен (В.Шакровпа Г.Масленников), шалти ĕçсен пайĕн тата патшалăх пушар надзор уйрăмĕн представителĕсемпе пĕрле, 2010 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕччен комиссисем йĕркелесе вĕренÿ, культурăпа кану учрежденийĕсене тата уявсен вăхăтĕнче çынсем массăллăн пулакан вырăнсене çав комиссисемпе тĕрĕслесе тухмалла.
Вут-кăвар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтупа çÿлерех асăннă объектсенче уяв мероприятийĕсем ирттерме хутшăнакансемпе семинар-канашлусем, инструктажсем, çынсене эвакуацилессипе тренировкăсем ирттермелле.
4. Тăвайри тĕп больницăн, халăхăн социаллă тивĕçтерÿ центрĕн (ертÿçисем Н.Бурдасовапа Л.Гурина) уяв мероприятийĕсене ирттернĕ чухне çынсем талăкĕпе пулакан çуртсенче ĕçлекен персоналран дежурство тăрассине вăйлатмалла, вут-кăвар инкекĕнчен сыхланса унта ĕçлекенсемпе инструктажсем, инкек сиксе тухас пулсан, ăна сирсе ярас, çынсене хăтарас тĕлĕшпе хăвăрт пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессипе занятисем ирттермелле.
5. Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисен, мĕнле харпăрлăхра пулнине пăхмасăр, коллективра уяв мероприятийĕсем ирттерессине харпăр хăй çине илмелле. Вут-кăвартан сыхланмалли автоматла система, шыв илмелли крансем, пушар сÿнтермелли ал айĕнчи пирвайхи хатĕрсем йĕркеллĕ ĕçленине тĕрĕслесе ĕненмелле. Электрооборудовани шанчăклăхне тĕрĕслемелле. Уявсен вăхăтĕнче яваплă çынсенчен талăкĕпе дежурство тăрассине йĕркелемелле.
Экономикăпа социаллă сферăри объектсен ертÿçисен уяв кунĕсем умĕн территорие, питĕрсе иличчен пÿлĕмсене тепĕр хут пăхса çаврăнмалла, йĕркене пăснă, чрезвычайлă лару-тăру туса хума пултаракан тĕслĕхсем çук-и. Елка лартакан пÿлĕме шалти ĕçсен пайĕн тата патшалăх пушар надзорĕн сотрудникĕсемпе килĕшсе суйласа илмелле.
6. ГИБДДн районти уйрăмĕн (Ю.Николаев) çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тимлемелле, инкекрен сыхланмалли мерăсемпе тивĕçтермелле.
7. Тулли мар яваплăхлă “Дорстрой” обществăн (В.Васильев) автомобиль çул-йĕрне тивĕçлĕ шайра тытмалла.
8. Инкек-синкекрен çăлакан, ăна сирсе ярассипе ĕçлекен районти штатра тăман формированисен кирек хăш вăхăтра та хăйсен тивĕçне пурнăçлама хатĕр тăмалла.
9. Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен тĕп специалист-эксперчĕн В.Исаевăн оперативлă службăсем хăйсен тивĕçне пурнăçлама хатĕр пулнине тĕрĕслемелле.
10. Шалти ĕçсен пайĕн (В.Обаськин), патшалăх пушар надзор уйрăмĕн (А.Шакин), Тăвайри 45–мĕш пушар чаçĕн (Н.Павлов), районти тĕп больницăн (Н.Бурдасова), тулли мар яваплăхлă “Коммуналлă услугăсем” обществăн (А.Капитонов) чрезвычайлă лару-тăруран сыхланма кирлĕ вăйсемпе хатĕрсем мĕн чухлĕ тата мĕнле шайра пулнине тĕрĕслесе тухмалла, инкек-синкек пулас-тăк, ăна май пур таран йăвашлатма тăрăшмалла.
11. Постановлени пурнăçланнине тĕрĕслесе тăрассишĕн район пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров яваплă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.ВАСИЛЬЕВ.