АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Планерка ирттернĕ

00:00 21 декабря 2010 г.

Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев предприятисемпе организацисен, учрежденисен, администраци управленийĕсемпе пайсен пуçлăхĕсемпе планерка ирттернĕ. Вăл уйрăмах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçне тивĕçлĕ шайра тытма кирлине палăртнă.
Çавăн пекех АПК аталанăвĕ çинче те чарăнса тăнă. Чи çивĕч ыйтусен шутĕнче – выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси, выльăхсен йышне сыхласа хăварасси тата ытти те.
Вырăнти бюджета пурнăçлас, хĕл кунĕсенче урамсене, çуртсен таврашне тасатса тăрас, парăмсемпе çулталăк вĕçлениччен татăлас ыйтусене хускатнă. Çул, электролини, газ объекчĕсем вырнаçнă çĕрсене регистрацилессине вĕçлеме хушнă.
Вĕрентÿпе çамрăксен политикин, шалти ĕçсен пайĕсен, ветслужба, пушар надзорĕн начальникĕсем В.Я.Шакров, В.В. Обаськин, А.В.Шакин, А.А.Шакин, райбольницăн тĕп врачĕ Н.Н.Бурдасова тата ытти отрасльсен ертÿçисем тухса калаçнă.
Р.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика