АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăх

00:00 17 декабря 2010 г.

Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăх
Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче райадминистрацин пĕчĕк залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр ларăвĕ пулнă. Ларăва ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствипе вырăнти хăй тытăмлăх комитечĕн председателĕ Г.Г.Васильев, ЧР Президент Администрацийĕн организаципе контроль управленийĕн хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăну тытакан пай консультанчĕ В.В.Михайлов, ял поселенийĕсен, райадминистрацин управленийĕсемпе пайĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем хутшăннă. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 2 ыйтăва пăхса тухнă: район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнассипе ирттернĕ конкурс результачĕсем çинчен тата район пуçлăхне, депутатсен районти Пухăвĕн председательне район администрацийĕн пуçлăхĕпе контракт çырма сĕнни çинчен.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Г.Г.Васильев тухса калаçнă. Вăл Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнассипе туса хунă конкурс комиссийĕн йышăнăвĕпе паллаштарнă. Конкурсра Шупашкарти тулли мар яваплăхлă “Промышленноçри автоматика хатĕрĕсен инновацийĕсемпе технологийĕсем” общество директорĕ Ю.Е.Васильев пĕр саслăн çĕнтернĕ тесе йышăннă. Депутатсем конкурс комиссийĕн йышăнăвне ырланă, Юрий Егорович Васильева хăйĕн полномочи вăхăчĕ тухиччен район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ. Район пуçлăхĕ Т.Х.Шакшина район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.Е.Васильевпа контракт çырнă. Çĕнĕ пуçлăха Т.Х.Шакшина, Г.Г.Васильев должноçа йышăннă ятпа саламланă, ĕçре ăнăçусем суннă. Юрий Егорович депутатсене хăйне шаннăшăн тав тунă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессе шанни çинчен пĕлтернĕ.
И.ИВАНОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика