АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Бюджет проектне пăхса тухрĕç

00:00 07 декабря 2010 г.

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче Тăвай районĕн 2011 çулхи бюджет проектне пăхса тухрĕç. Ăна сÿтсе явнă çĕре Тăвай район пуçлăхĕ Т.Х.Шакшина, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Я.Шакров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, администрацин пай начальникĕсем, районти бюджет учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. 2011 çулхи бюджет проекчĕпе финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Г. Сергеев паллаштарчĕ.
Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Чайкин ялти культура çуртне хутса ăшăтассипе, Çĕнĕ Ишпуçĕнчи фельдшер пункчĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама çитес çулсенче укçа-тенкĕ енчен май тупма сĕнчĕ. Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.И.Иванов Кармалти тата Вăтаялĕнчи фельдшер пункчĕсем пирки сăмах хускатрĕ.
Залра ларакансем пĕр саслă пулса Тăвай районĕн 2011 çулхи бюджет проектне район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче пăхса тухса йышăнма сĕнчĕç.
Т.ШАШКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика