00:00 03 декабря 2010 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче юристсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.
“Тĕрĕслĕх хĕвелтен те çутăрах”, – текен ваттисен сăмахне тĕпе хурса ĕçлетĕр эсир.
Юристсем, Раççей патшалăхне çирĕплетессишĕн пархатарлă, тĕллевлĕ ĕçлеççĕ, обществăн право культурине йĕркелессишĕн тăрăшаççĕ.
Паян пурнăç çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратать. Çĕр-шыв аталанăвĕшĕн, çынсен ырлăхĕшĕн законсене лайăхлатса пырассишĕн вăй хумалла.
Сире пысăк хака тивĕçлĕ ĕçшĕн тав тăватпăр, малашлăхра ăнăçу сунатпăр. Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ, телейлĕ пулăр.
В.ШАКРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан.