00:00 26 ноября 2010 г.
Хаклăран та хаклă аннемĕрсем!
Сире хисеплесе, сума суса Раççейре ача амăшĕн кунне паллă уявсен шутне кĕртнĕ. Сире çак çутă та пархатарлă уявпа саламлама ирĕк парсамăр.
Амăшĕсем хăйсен пепкисене ырă-сывă çитĕнтерессишĕн вăй-халне, чун-чĕре хĕлхемне шеллемеççĕ, çемье, кил-çурт ăшшине тытса тăраççĕ. Çавăнпа пĕрлех вĕсем тĕрлĕ сферăсенче тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ, район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ.
Уяв ячĕпе сире! Телейпе тивлет, çирĕп сывлăх, тăнăçлăх сунатăп сире тата çемйĕрсене. Ачăрсенчен чыс та хисеп кăна курмалла пултăр.
В.ШАКРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан.