АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » “Шанăç” клубăн – юбилей

00:00 26 октября 2010 г.

“Шанăç” клубăн – юбилей
Çак кунсенче Тăвайри социаллă пулăшу центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ “Шанăç” клуб хăйĕн çулталăкри юбилейне паллă турĕ. Клуб тĕрлĕ ялти ветерансене пĕрлештерсе тăрать. Вăл тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене пĕр-пĕринпе тĕл пулса уçççăн калаçма, пĕчченлĕхпе чунри кичемлĕхе сирсе яма, пушă вăхăта усăллă ирттерме, чунпа канма пулăшать, чун-чĕресене пуянлатать. Ахальтен мар унăн девизĕ те: “Ырă кăмăл-туйăм çын ĕмĕрне тăсать” ятлă.
Клуб планпа ĕçлесе пырать. Пенсионерсем уйăхра пĕр хутчен пухăнаççĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Ку вăл сывă пурнăç йĕрки те, вуланă кĕнекесене сÿтсе явса пĕр-пĕринпе калаçса, экскурсисене çÿресе тавра курăма анлăлатни те, ал ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашни те, апат-çимĕç хатĕрлес ăсталăха ÿстерни тата ыт. те. Сывлăх çыншăн, уйрăмах ватлăха сулăнсан, темрен те паха. Çавăнпа та пенсионерсем пĕрремĕш тĕл пулăвах районти тĕп больницăн врачне Л.Игнатьева эндокринолога чĕнчĕç. Людмила Николаевна клуб членĕсене çыннăн шалти секреци органĕсен чирĕсенчен мĕнле сыхланмалли, епле сипленмелли çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Ал-ĕç ăстисен “Асанне çăмхи” куравĕ те кăсăклă иртрĕ. Клуб членĕсем хушшинче чăн-чăн ăстасем пур. Акă клубăн хастар членĕсенчен пĕри – педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.К.Терентьева. Валентина Кирилловна вăрăм шерепеллĕ чĕнтĕрлĕ пысăк тутăрсем, панчасем, шарфсем, салфеткăсем çыхать. О.Шишова, З.Герасимова, Е.Федорова, А.Мурзина, Р.Гурина пенсионерсем те интереслĕ ĕçсем тăратрĕç курава. Пĕрле пухăнсан, тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлемелли рецептсем пăхса тухаççĕ, пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ. Пахча çимĕç, сад ĕрчетес ыйтусене те тимлĕх уйăрнă занятисенче. Тăрăм пачăшкипе Николай аттепе тĕл пулу йĕркеленĕ. Клуб ĕçне Алина Геннадьевна Матвеевапа Надежда Николаевна Максимова социаллă работникĕсем интереслĕ йĕркелесе пыма тăрăшаççĕ.
Юбилейлĕ тĕл пулу пурне те килĕшрĕ. Тăвайри социаллă пулăшу центрĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 15 çул çитрĕ. Центр çу вĕçĕнче хăйĕн адресне ылмаштарчĕ, унччен Тăвайри вăтам шкул пулнă çурта куçрĕ. Юсав ĕçĕсем тунă хыççăн кунта ĕç условийĕсем палăрмалла лайăхланчĕç, ăшă, ирĕк те çутă ĕç пÿлĕмĕсем. Çакна клубăн черетлĕ занятине килнĕ ветерансем те çийĕнчех асăрхарĕç.
Клуб членĕсем юбилейлă тĕл пулăва яланхи пекех “Встреча друзей” юрăпа уçрĕç. Малашне вара сăмахĕсене хăйсемех улăштарса çырнă “Старость – не радость...” юрра юрлама килĕшсе татăлчĕç. Чăвашла ăна “Ватлăхра та савăнăç çук мар” теме пулать-тăр. Клуб членĕсене паллă кун ячĕпе центр директорĕ Л.Гурина саламларĕ, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сунчĕ. Клуб занятийĕсене кăна мар, центра кирек хăш вăхăтра та килсе çÿреме сĕнчĕ. “Хăвăр пурнăç тăршшĕпе пухнă паха опытăра, ăс-хакăлăра, чунăрсенчи ырă енсене çамрăкрах ăрăва парса пыни çав тери кирлĕ пулăм, чăваш халăхĕн ырă йăли. Сире пирĕн центрта ĕçлекенсем яланах тарават пулĕç”,–терĕ Лина Павловна. Клуб членĕсем çĕнĕ вырăна пушă алăпа килмен, центра çиелти тум-тире хывса çакмалли вешалка парнелерĕç, хăйсемпе тата тĕрлĕ кучченеç те илсе килнĕ. Пылĕ те, печенийĕ те, салачĕ те пулчĕ сĕтел çинче. Кушкăри ваттисен çуртĕнче ĕçлекен социаллă работниксем тутлă кукăльсем пĕçерсе килнĕ. Кăмăл туличчен шăкăл-шăкăл калаçса, пылак çимĕçсемпе чей ĕçрĕç, юрăсем юрларĕç. Концертпа Кушкăпа Тушкилти ваттисен çурчĕсене çитме сăмах пачĕç: “Шанăç” клуба çÿрекенсен йышĕ хушăнсах пынине те палăртма кăмăллă.
И.ИВАНОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: клубăн юбилейлă тĕл пулăвĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика