00:00 22 октября 2010 г.
Кăрлач уйăхĕн 1, 2, 3, 4, 5-мĕшĕсем унчченхи пекех кану кунĕсем шутланаççĕ, 7-мĕшĕ – Христос çуралнă кун. Пĕрремĕшпе иккĕмĕшĕ шăмат кунпа вырсарни кун лекнĕрен РФ Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн вĕсене кăрлачăн улттăмăшĕпе вуннăмĕшне куçараççĕ. Çапла Çĕнĕ çул “каникулĕ” 10 куна (8 тата 9 – шăмат кун тата вырсарни кун) тăсăлĕç. Е ĕçе кăрлачăн 11-мĕшĕнче, ытлари кун тухмалла.
Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнчи (шăмат кун) кану кунĕ тунти куна, пуш уйăхĕн 7-мĕшне, куçать. Хĕрарăмсен уявĕ виçĕ куна – пуш уйăхĕн 6, 7, 8-мĕшĕсене – тăсăлĕ.
2011 çулхи календарьпе çу уйăхĕнче икĕ хутчен, çĕртме (Раççей кунĕ), чÿк (Халăх пĕрлĕхĕсен кунĕ) уйăхсенче виçшер кун канăпăр.