АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрлĕхшĕн, пуласлăхшăн!

00:00 19 октября 2010 г.

Чăваш наци конгресĕн президиумĕ чăваш халăхне чĕнсе калани
Аякри-çывăхри хисеплĕ тăванăмăрсем, йăхташăмăрсем!
“Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет”,–тесе каланă авалтан. Йăнăшман пулĕ пирĕн аслă асатте-асаннесем: тĕнче илемлĕ, Раççей вăйĕ – кашни халăх аслă çĕрĕмĕр çинче хăй тĕллĕн пурăнни, аталанни, хăй чĕлхипе культурине упрани.
Чăваш историйĕ пуян: хун-пăлхар-сăвар юнĕ чупать пирĕнте. Хальхи Раççей Федерацийĕнче те тивĕçлĕ вырăн йышăнатпăр: йышпа-шутпа – тăваттăмĕш халăх. Эпир – ĕçчен халăх. Эпир нихăçан та мĕскĕн, айван пулман: харсăр, маттур. Ытти халăхшăн ырă тĕслĕх вăл – чăваш халăхĕ.
“Эй, чăваш халăхĕ! Хăвна пĕтме ан пар!”–теççĕ пил парса наци чысне çÿле çĕкленĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина, аслă педагог Геннадий Волков тата чăвашсен ытти хастарĕсем. “Чăваш ачи, сассуна пар!”–тенĕччĕ гени поэт Çеçпĕл Мишши. Акă 2010 çулхи юпа уйăхĕнче çак сасса пама вăхăт çитрĕ. Çыравçăсем 7-мĕш графари “Эсир хăш наци çынни“ тени патне çитсен çирĕппĕн: “Эпĕ – чăваш!”– тесе калăр, ачăрсенче те чăваш юнĕ пулнине ан пытарăр.
Хамăр халăх шăпишĕн, пуласлăхĕшĕн эпир яваплă. Раççей патшалăхĕн тĕрлĕ халăхĕллĕ пĕрлĕхĕшĕн те чăваш çынни явап тытать.
Эпир, чăвашсем, пĕр шухăшлă пулса пĕр халăх пек пулса юлар. Хăшĕ-пĕри “сувар”, “шумер”, “вирьял” тесе çыртарăр тенине итлер мар: эпир XXI ĕмĕре чăваш тесех кĕнĕ, истори те çакнах çирĕплетрĕ.
Çамрăксем! хăвăр халăх пуласлăхĕшĕн эсир те яваплă: тĕрĕс сасă парăр.
Аслисем, шур сухалсем! Ачăрсене, мăнукăрсене тĕрĕс суйлав тума пулăшăр.
Республика тулашĕнчи тăванăмăрсем! Хăвăр чăваш пулнине ан манăр, республикăри йăхташсем сирĕнпе пĕрле, сире пулăшма хатĕр.
Чăваш интеллигенцийĕ! Эпир сире шанатпăр, ĕненетпĕр: наци пуласлăхĕ пирки сирĕнтен ытларах çунакан çук.
Чăваш çынни, сассуна пар! Пĕрле пулар, хамăр пĕрлĕхе çирĕплетер!
Çапла пултăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика