00:00 15 октября 2010 г.
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем, ĕçлесе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем, ĕç ветеранĕсем!
Эсир тăрăшнипе кăçал тыр-пула вăхăтра пухса илнĕ, çитес çулхи тухăçшăн тимлесе, кĕр тыррисем акса хăварнă, усă курман çĕрсене ĕçе кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсем продукци туса илессине ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ.
Фермер хуçалăхĕсем япăх мар ĕçлесе пыраççĕ, район экономикине аталантарассишĕн палăрмалла тÿпе хываççĕ. Килти хушма хуçалăхсем те “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре хастар. Ăнăçлăх чылай чух ĕçе пĕлсе, паянхи кунпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пыракан ертÿçĕсемпе специалистсенчен нумай килет.
Пурне те тепĕр хут уяв ячĕпе саламлатăп. Çĕр çыннин пархатарлă ĕçне эсир малашне те тÿрĕ кăмăлпа туса пырасса шанатăп. Çирĕп сывлăх, телей, тăнăçлăх сунатăп сире!
Тăвай районĕн пуçлăхĕ Н.И.ИВАНОВ.
Х Х Х
Дорогие земляки!
От всей души поздравляю вас с профессиональным праздником - Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности!
В этот торжественный день примите слова заслуженной благодарности и уважения. Несмотря на сложные погодные условия этого лета, мы смогли завершить год с положительной динамикой. И в этом большая Ваша заслуга. Ваш профессионализм, преданность выбранному делу заслуживают самого большого признания и уважения.
Пусть работа приносит вам радость и удовлетворение, а жизнь открывает новые возможности, семейное тепло и уют пусть помогают в работе. Здоровья и благополучия Вам и вашим семьям.
С уважением, генеральный директор ОАО «АККОНД», депутат Государственного Совета Чувашской Республики В.Н.ИВАНОВ.