00:00 05 октября 2010 г.
“Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята:
Венера Ивановна Смирнова, Мучарти вăтам шкул директорĕ;
Владимир Яковлевич Шакров, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ.
“Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” кăкăр çине çакмалли паллăна:
Наталья Сергеевна Куракина, Чутейри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ;
Альбина Ильинична Краснова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе аналитика центрĕн методисчĕ.
Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине:
Любовь Владимировна Данилова, Енĕш Нăрвашри вăтам шкул директорĕн çумĕ;
Вячеслав Гаврилович Сидоров, Тăрмăшри вăтам шкулти истори учителĕ.
Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсен гранчĕсене тивĕçнĕ педагогсене наградăланă:
Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотипе – Тăвайри вăтам шкулти биологи учительне Альбина Петровна Михайлована (200 пин тенкĕ);
Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе – Чутейри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учительне Наталья Сергеевна Куракинана (50 пин тенкĕ), ача-пăча аталану центрĕн музыка уйрăмĕн преподавательне Галина Николаевна Никонована (20 пин тенкĕ).