00:00 01 октября 2010 г.
Акконд” АУО ушкăнĕн предприятийĕсен коллективĕсем хăйсен ертÿçине Валерий Николаевич Иванова “Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ” панă ятпа чĕререн саламлаççĕ.
Хисеплĕ Валерий Николаевич! Хăвăр çулăра палăртнă май Эсир ырми-канми ĕçлессине, çынсемшĕн тăрăшассине тата вун-вун çул хушшинче тăван пулса тăнă ĕçе парăнассине суйласа илнĕ. Паян Эсир темиçе пин çыншăн яваплă. Панă сăмаха тытнине, чыса парăннине, сăпайлă ĕçчен тата хăвăра евĕр çын пулнине кура Эсир пысăк ĕçсемпе тата хăвăрăн пахалăхăрсемпе хулан кăмăл-сипетпе çыхăннă пысăк хаклавне çĕнсе илтĕр.
Меллĕ самантпа усă курса Сире чунтан тав тăватпăр, Эсир пирĕншĕн тĕслĕх илмелли çын, мăнаçлăх тĕслĕхĕ пулни çинчен калатпăр. Сире чун-чĕререн çирĕп сывлăх, ырлăх, хула тата тăван предприяти аталанăвĕшĕн малашне те тухăçлă ĕçлеме сунатпăр!
Х Х Х
«Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕ те хăйĕн йышлă вулаканĕсен ячĕпе хамăр ентеше, «Акконд» фабрикăн генеральнăй директорне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Валерий Николаевич Иванова «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» панă ятпа ăшшăн саламлать.
Сирĕн мухтавлă ĕçĕрсемшĕн чунтан савăнатпăр, малашне те тăван республика чысне тата çÿлерех çĕклессишĕн ырми-канми вăй хурасса шанатпăр. Ырлăх-сывлăх, ăнăçусем Сире!