00:00 28 сентября 2010 г.
Районта “Çамрăксем – суйлава” акци юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тата депутатсене суйламалли кунччен пырать. Унăн тĕллевĕ – яшсемпе хĕрсен, право, политика культурине аталантарма, хастарлăхне ÿстерме пулăшасси. Районта ку кампани вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Калăпăр, “Эпир – малашлăхшăн” конкурсра çамрăксен пултарулăхне “Пирĕн тĕпчевсем”, “Социаллă проектсем”, “Информаци мероприятийĕсен сценарийĕ” номинацисенче хаклаççĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕсенчи, ытти çĕрте ĕçлекенсенчен йĕркеленĕ командăсем “Суйлав пĕлтерĕшлĕ” вĕренÿ проектне хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Вĕсем суйлав процесĕпе паллашаççĕ, актуаллă темăсемпе театрализациленĕ постановкăсем хатĕрлеççĕ.
Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртекен хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне хутшăнма кăмăл тунисем хушшинче çамрăксем те сахал мар. Вĕсемпе те, суйлава пĕрремĕш хут хутшăнакансемпе те тĕл пулусем йĕркелеме пăхнă.
Н.ЧАЙКИНА, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ.