00:00 21 сентября 2010 г.
Тунтикунхи планерка яланхиллех оперативлă тата пушарсем тĕлĕшĕнчи лару-тăрупа паллаштарнипе пуçланчĕ. Вĕсем çинчен шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ В. Обаськин, районти пушар надзорĕн инспекторĕ А.Фролов чарăнса тăчĕç. Экологипе АПК аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, экономикăпа пурлăх пайĕн начальникĕ А.Михайлов тата ытти служба ертÿçисем тухса калаçрĕç.
– Налуксемпе вăхăтра татăлмалла,– терĕ В.Алексеева. Районти чылай хуçалăхра ку ыйту çивĕч тăрать. Вăл парăмлисене ятран асăнчĕ.
Çуртсенче çÿлти хутра пурăнакансем насус япăх уçланипе шывсăр ларнă тĕслĕхсем пулнă. Коммуналлă хуçалăх службинчен пĕлтернĕ тăрăх, насуса паян-ыран çĕннипе улăштараççĕ.
Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Ломоносов Çăлпуçĕнче клуб, Чÿкçырминче спортзал юсас ĕçсем мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Юсав ирттерме сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Культурăпа спорт учрежденийĕсене хутса ăшăтмалла тумасан ĕçлени сая кайма пултарать. Çавăнпа хĕл пуçланиччен асăннă çуртсене ăшă ярассипе çине тăмалла.
Культурăпа спорт, социаллă аталану пайĕн начальникĕ Г.Масленников юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тăвайра кĕрхи ярмăркка пулассине пĕлтерчĕ. Çавна май культура учрежденийĕсенче ăна анлăн хатĕрленсе ирттерсе яма мероприятисем палăртнă. Асăннă ыйтăва çывăх кунсенче ятарлă семинарта та пăхса тухаççĕ.
Планеркăра калаçу районти стройкăсем тавра та пычĕ. Хальхи вăхăтра Кармалта клуб патне çитиччен, Енĕш Нăрвашра çĕнĕ урамра асфальт сараççĕ, Элпуç шкулне тăвассипе малалла ĕçлеççĕ.
Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи В.Шакров ваттисен кунне пур çĕрте те лайăх хатĕрленсе, савăнăçлăн ирттерсе ярасси пирки уйрăм калаçу пуçарчĕ.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов сентябрĕн 26-мĕшĕнче Раççейри наци кросне массăллăн хутшăнмалли пирки аса илтерчĕ. “Нумаях пулмасть иртнĕ кĕрхи кроса райпопа райбольницăсăр пуçне районти пĕр предприятипе организаци те, учреждени те хутшăнман. Кун пек çитменлĕх текех ан пултăрччĕ”, – терĕ Николай Ильич. Вăл тĕрлĕ службăсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Çывăх вăхăтра хутса ăшăтас ĕçсене вĕçлес, çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне, кĕрхи ярмăрккана ирттерессипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.
Р.ВАСИЛЬЕВА.