АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Информаци кунĕ иртнĕ

00:00 17 сентября 2010 г.

Юнкун районта информаци кунĕ иртнĕ. Хăй тытăмлăх органĕсем сутлăх апат-çимĕç хакĕсене контроллесе тăрас, хутмалли сезона хатĕрленес, ял хуçалăх таварĕсем сутакан ярмăркка йĕркелес, республикăра çырав ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă.
Пĕрлехи информаци кунне Шупашкартан килнисем – çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн тивĕçĕсене туса пыракан А.В.Ермолаев, “Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институчĕ” учрежденин проректорĕ Е.В.Казакова, Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ М.М.Архипов, “Чăваш агрокомплект” обществăн генеральнăй директорĕ Г.Г.Александров тата район пуçлăхĕ Н.И.Иванов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи В.Я.Шакров, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.А.Ванерке, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В.И.Ильин хутшăннă.
Вĕсем Енĕш Нăрвашри, Йăнтăрчăри, Элпуçĕнчи, Тăрмăшри ĕç çыннисемпе тĕл пулнă, ыйтусем çине хуравланă. Район администрацийĕн ытти ушкăнĕсем те ялсенче пулнă, калаçусем йĕркеленĕ.
М.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика