АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чи пултаруллисене хавхалантарма

00:00 17 сентября 2010 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ ĕçре тата вĕренÿре уйрăмах пысăк ăнтăлу кăтартакан пултаруллă çамрăксене çуллен ятарлă стипендисем парса хавхалантарать. Унсăр пуçне районти ĕçлекен çамрăксем валли район пуçлăхĕн премине туса хунă.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен асăннă стипендипе премие илме çамрăксенчен документсем йышăнма пуçларĕç. Кандидатăн (претендентăн) 14 çултан пуçласа 30 çултан аслă пулмалла мар (документсем тăратнă вăхăтра), Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнмалла, вĕренÿре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх ĕçĕнче, производствăра, управлени, спорт, общество ĕçĕнче, бизнес-проектсем тăвас енĕпе сумлă результатсем пулмалла.
Положенипе килĕшÿллĕн район пуçлăхĕн премине илме тивĕçлĕ ĕçлекен çамрăксене ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсем, организацисем (харпăрлăх формине пăхмасăр), обществăлла пĕрлешÿсем тăратаççĕ. Вĕсен октябрĕн 1-мĕшĕччен вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайне соискательсем пирки çак документсене тăратмалла:
кандидата тăратакан организаци ертÿçи алă пуснă çыру-представлени;
кандидата тăратакан организаци ертÿçи алă пуснă характеристика;
паспорт ксерокопийĕ;
соискатель çитĕнĕвĕсене кăтартакан документсен ксерокопийĕсем.
Президент стипендине илме тивĕçлĕ ĕçлекен тата вĕренекен çамрăксен çак документсене тăратмалла:
стипенди илме тивĕçлĕ тесе шутлакан кандидат пирки çыру-представлени (ăна тăратакан организаци ертÿçи алă пусса çирĕплетет);
тăратакан организаци ертÿçи алă пусса çирĕплетнĕ характеристикăпа 3х4 см пысăкăш сăн ÿкерчĕк;
соискатель çырнă анкетăна;
профсоюз организацийĕн, организаци коллективĕн, творчество пĕрлĕхĕн е обществăлла пĕрлешĕвĕн (попечительсен, студентсен совечĕ т.ыт.те) пĕрлехи пухăвĕн протоколне;
паспорт ксерокопине;
соискатель çитĕнĕвĕсене кăтартакан документсен ксерокопийĕсене. Вĕсене пурне те тивĕçлĕ отрасльсен ĕçне координацилесе тата йĕркелесе тăракан республикăри ĕç тăвакан власть органĕсене 2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен çитермелле.
Аса илтеретпĕр: 2010 çулта ЧР Президенчĕн ятарлă стипендине пирĕн районтан çак çамрăксем илсе тăнă:
Наталия Владимировна Александрова, Сăхăтпуçĕнчи тĕслĕх библиотекин заведующийĕ;
Наталия Сергеевна Алексеева, Тăвайри ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр (ДЮЦТР) воспитанници;
Сергей Владимирович Баталов, С.В.Хумышев хресчен "фермер" хуçалăхĕн механизаторĕ;
Арина Александровна Васильева, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта вĕренекен;
Алексей Витальевич Владимиров, “Красная Чувашия” ЯХПК механизаторĕ;
Ольга Николаевна Егорова, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен;
Олеся Сергеевна Кириллова, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекен;
Любовь Анатольевна Майраслова, ДЮЦТРти “Çут çанталăкăн çамрăк хÿтĕлевçисем” пĕрлешÿ членĕ;
Александр Михайлович Майраслов, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта вĕренекен;
Арина Павловна Максимова, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекен;
Анатолий Эдуардович Михайлов, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен;
Ирина Вячеславовна Филиппова, Тушкил ял тăрăхĕнчи çамрăксен совечĕн председателĕ.
2009 çулта район пуçлăхĕн премине илме тивĕçнĕ çамрăксем:
Эльвира Петровна Ахтямова, Тенеялĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕнчи сутуçă;
Андрей Иванович Арсентьев, “Новый путь” колхоз скотникĕ;
Владимир Васильевич Александров, “Красная Чувашия” ЯХПК механизаторĕ;
Наталья Валерьевна Баранова, Тăвайри тĕп больницăн медсестри;
Наталья Алексеевна Масленникова, Тăвайри тĕп больницăн медсестри;
Лилия Радиевна Михайлова, диагностикăпа консультаци центрĕн психологĕ;
Наталья Юрьевна Федорова, информаципе аналитика центрĕн ертÿçи.
 
Н.ЧАЙКИНА, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика