00:00 10 сентября 2010 г.
Сентябрĕн 8–мĕшĕнче район администрацийĕн кĕçĕн залĕнче октябрĕн 10-мĕшĕнче иртекен суйлава хутшăнакан район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кандидачĕсем шăпа ячĕç. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн виçĕ шайри суйлава тăратнă 197 кандидат район хаçатĕнче тÿлевсĕр йĕркепе суйлавçăсене хăйĕнпе паллаштарма пултарать.
Район депутачĕсен Пухăвне суйланма тăратнă тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен мандачĕсемшĕн кĕрешекен кандидатсем, суйлав фондне туса хуман пулсан, хаçатра тÿлевлĕ лаптăкпа усă курма пултараймаççĕ.
Суйлав умĕнхи агитаци материалĕсене графикпе килĕшÿллĕн хаçат тухиччен 3 кун маларах редакцие кĕртсе пама ыйтатпăр.