АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Район аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе

00:00 07 сентября 2010 г.

Район пуçлăхĕ Н.Иванов ĕнер анлă планерка ирттернĕ. Унта район пурнăçĕн тĕп ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Николай Ильич çĕр хатĕрлес, кĕр тыррисем акас ĕçсене вăйлатас, хваттерсемпе çуртсене хутса ăшăтма хатĕрленес, çĕр пайĕсемпе муниципаллă харпăрлăхри объектсене регистрацилес ыйтусене уйрăм тимлĕх уйăрма кирлине палăртнă.
Планерка пуçламăшĕнче яланхи пекех районти оперативлă тата пушартан сыхланас лару-тăрупа паллаштарнă. Шалти ĕçсен пайĕ В.Обаськин адмпрактика ĕçĕ мĕнле пулса пыни пирки каласа кăтартнă. Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем 20, ГИБДД енĕпе 62 протокол çырнă, вырăнтан пулнă 13 пĕлтерĕве регистрациленĕ.
Экологипе АПК аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке кĕрхи уй-хир ĕçĕсем çинчен каласа кăтартнă, 2225 га çинче кĕр тыррисем акса хăварнă.
Патшалăх статистика службин районти пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Э.Кучеренко 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленес ĕçсемпе паллаштарнă.
Планеркăра çавăн пекех район территорийĕнчи ветеринари ăнăçлăхĕн, Элпуçĕнчи вăтам шкул çуртне тăвас, ял поселенийĕсен бюджечĕсене, приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас ыйтусене пăхса тухнă, ял поселенийĕсенче харпăр хăй сайтне епле тытса пынине тишкернĕ.
М.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика