00:00 17 августа 2010 г.
Тунти кун пулакан черетлĕ планеркăна район пуçлăхĕ Н.И.Иванов ирттерчĕ.
Районти йĕркелĕхе тытса тăрассипе тата пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе мĕнле ĕçленипе паллашнă пухăннисем.
Хăш-пĕр ялсенче пушара хирĕç кĕрешмелли шыв цистернисем пушă.
–Хăрушлăх вăхăтĕнче пĕр витре шыв та пысăк пулăшу парать, çав çитменлĕхе хăвăрт пĕтермелле, – терĕ район ертÿçи.
Выльăх масарĕсем таврашĕнче çĕр çурăлни нумай çул пытанса пурăннă чир-чĕр сарăлма пултарасси патне илсе пырать. Çав вырăнсене тепĕр хут пăхса çаврăнмалла, масарсен таврашĕнчи картасене юсамалла.
Тыр-пул уйĕсем пушанса пĕтеççĕ. Кашни гектартан тухакан тухăç – 9,1 центнер.
Çанталăк типĕ тăрать пулин те, акма вăрлăх тата удобрени хатĕрлемелле.
Кармала каякан çула юсама пуçăнаççĕ çак эрнере. Енĕш Нăрвашри Токсин урамĕнче çĕнĕ çул хываççĕ.
Тепĕр эрнере экономика канашлăвĕ ирттерсе налук пухас ыйтăва тишкермелле.
Вырăнти хăй тытăмлăхĕн органĕсене суйлас, халăх çыравне ирттерес ĕçсем мĕнле пынине те пăхса тухнă планеркăра.
Коммуналлă хуçалăхра хĕле хатĕрленеççĕ, иккĕмĕш тата виççĕмĕш котельнăйсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Планеркăра район администрацийĕн пай начальникĕсем, тĕрлĕ службăсен ертÿçисем тухса калаçнă. Район пуçлăхĕ тĕллевсене пурнăçламалли майсем çинче чарăнса тăнă.
В.ЧАЙКИН.