АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕвесемпе кÿлĕсенче тимлĕ пулăр

00:00 17 августа 2010 г.

Шăрăх çанталăкра çын кÿлĕсемпе пĕвесем хĕрринче хÿтлĕх тупма тăрăшать, уйрăмах çамрăксемпе ача-пăча. Анчах çынсен тимсĕрлĕхĕ тепĕр чухне пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.
Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен республикăри патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăри шыв бассейнĕсенче 50 ытла инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ, вĕсенче 42 çын пурнăçĕ татăлнă, çав шутра – 5 ача кун-çулĕ (иртнĕ çулхи çак вăхăтра – 3). Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне районĕсенче 5-шер çын путнă. Тăвай районĕнче те çынсем путса вилнĕ 4 тĕслĕх пулнă (çав шутра – шкулта вĕренекен 1 çамрăк).
Тишкерсен, çакна калама пулать. Çынсем ытларах шыва кĕме ятарласа туман вырăнсенче шар кураççĕ (18 тĕслĕх). Сăмахран, Атăлта – 9, Çавалта – 4, Кĕтнере – 2, Сăрта – 1, пĕвесенче – 26 тĕслĕх.
Шыв бассейнĕсенче путассинчен сыхланас тесен пĕлмен çĕрте, тарланă хыççăн, эрех ĕçсен шыва кĕме кирлĕ мар. Ку сирĕншĕн инкеклĕ вĕçленме пултарать. Çапла ÿсĕрле кăçал 8 çыннăн, çитĕннисемисĕр шыва кĕме кайнă 5 ачан кун-çулĕ татăлнă.
В.ФЕДОРОВ, обществăлла хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика