АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анлă лару пулнă

00:00 03 августа 2010 г.

Ĕнер район администрацийĕн залĕнче ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ, ăна район пуçлăхĕ Н.Иванов ертсе пычĕ.
Ларури тĕп ыйту – район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру тесе пĕлтернĕ хыççăнхи ĕç-пуç çинчен.
–Типĕ те шăрăх çанталăк пурне те сыхă пулма хистет. Ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, ытти организацисен ертÿçисен пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене тимлĕхре тытмалла. Шыв тултармалли пысăк савăтсене тулли тăратмалла. Ялсенче каçхи хурал тăрассине кĕске вăхăтра йĕркелемелле,– терĕ госпожнадзор инспекцийĕн начальникĕ А.Шакин.
Шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.Борисов каçсерен ирттерекен дискотекăсене, çĕрĕпе ĕçлекен киосксен ĕçне вăхăтлăха чармалли çинчен каларĕ.
Уй-хирте кĕрхи ĕçсем пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне 3570 гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан – 8,5 центнер. Хĕл каçма выльăх апачĕ хатĕрлессипе малалла ĕçлеççĕ хуçалăхсем. Вырма ĕçĕсем “Акконд–агро фирмăра”, “Можарский”, “1 Мая” обществăсенче вĕçленнĕ. Çак эрнере районĕпех тыр-пула пуçтарса кĕртессине вĕçлеме палăртнă.
–Сутлăх сĕт хакĕ майĕпен ÿссе пырать, çавăнпа та ĕнесен шутне чакармалла мар, выльăх тытакан кил хуçалăхсене апат енчен пур енлĕн пулăшмалла, – тесе палăртрĕ район пуçлăхĕ.
Ларура вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйламалли тапхăрти ĕçсемпе Тăвай территори суйлав комиссийĕн председателĕ Н.Павлова паллаштарчĕ.
Анлă ларура халăх çыравне ирттересси, коммуналлă хуçалăхри ĕçсем, хĕллехи тапхăра пур енлĕн хатĕрленесси, налуксем пухасси тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинчен те калаçу пычĕ.
В.ЧАЙКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика