00:00 30 июля 2010 г.
Июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне районĕпе 1980 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ, пурĕ 1765 тонна е кашни гектар пуçне вăтамран 8,9 центнер тырă çапса илнĕ. Вырмара “Акконд–агро фирма” общество (377 га), “Шимкусский” (232 га) ял хуçалăх кооперативĕ тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем кал-калрах ĕçлеççĕ. Аккондçăсен тырă тухăçĕ ыттисеннинчен пысăкрах.
Ял ĕçченĕсем çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлессипе, кĕрхи тĕш тырă культурисем акма çĕр кăпкалатассипе, пропашной культурăсене пăхса тăрассипе малалла ĕçлеççĕ.