00:00 27 июля 2010 г.
Июлĕн 23-мĕшĕ тĕлне районĕпе 1053 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем пухса кĕртнĕ, пурĕ 852 тонна е кашни гектар пуçне 8,5 центнер тырă çапса илнĕ. “Акконд–агро фирма” ХАО ку вăхăт тĕлне пуринчен ытларах – 212 гектар тырă пухса илнĕ, унăн вăтам тухăçĕ 14 центнерпа танлашать. Паянхи куна уйра 43 комбайнран 20-шĕ ĕçлет, тырă вырса çапать. Тырă вырса çапма “Луч”, “Новый путь” хуçалăхсем пуçăнайман-ха.
1935 гектар çинче çитес çулхи тухăç валли кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварма çĕр кăпкалатса хатĕрленĕ.