00:00 23 июля 2010 г.
Районта иртнĕ эрне вĕçĕнченпе вырма–2010 пырать. Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ пĕрле 260 гектар (5 процент) çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене çулнă, çав шутран 202 гектарне çапса илнĕ. Пурĕ 123,2 тонна тырă е кашни гектар пуçне вăтамран 6,1 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ.
Ку вăхăт тĕлне районти тыр-пул уйĕнче 14 комбайн ĕçлет.
Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хурас ыйту çав-çавах çивĕч тăрать. Нумай çул ÿсекен курăксене выльăх апачлĕх 2960 гектар (89 процент) çулса пухнă. Районĕпе 2212 тонна утă, 5966 тонна сенаж хывнă. Уйрăм хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлес тата тыр-пул пухса кĕртес тĕлĕшпе чылай тăрăшуллăрах ĕçлеççĕ. Вĕсен шутĕнче “Акконд-агро фирма” обществăна, “Шимкусский”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсене тата Кармалти хресчен-фермер хуçалăхне асăнма пулать.
Кĕрхи тĕш тырă культурисем акма хальлĕхе 1608 гектар çĕр хатĕрленĕ.