АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăвай районĕн территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хурасси çинчен

00:00 09 июля 2010 г.

“Гидрометеорологипе тавралăх мониторингĕн Чăваш Республикинчи центрĕ” патшалăх учрежденийĕнчен килсе кĕнĕ информаципе килĕшÿллĕн 2010 çулхи май-июнь уйăхĕсенче Тăвай районĕн территорийĕнче лайăх мар тата хăрушă агрометеорологи пулăмĕсем палăрнă: тăмсем кая юлса ÿкнĕ тата çанталăк типĕ тăрать.
Июньте нумай çулхи вăтам пĕлтерĕшрен 3–4 градус ăшăрах çанталăк йĕркеленнĕ. 2010 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа сывлăш температури кăнтăрла 30 градус е ытларах та ăшă пулнă, уйрăм кунсенче шăрăх 38 градуса çитнĕ. Нÿрĕк, тĕпрен илсен, уйрăм вырăна çеç ÿкнĕ.
Июнь вĕçĕ тĕлне çумăрсем çуманнипе тата шăрăх çанталăка пула район территорийĕнче тăпрара продуктивлă нÿрĕк запасĕсем палăрмаллах чакнă, тăпра вăйлă типсе пыма тытăннă.
Начар агрометеорологи пулăмĕсем – шăрăх çанталăк тата нÿрĕкĕн (çумăрсен) чи пĕчĕк хисепĕ Чăваш Республикин Тăвай районĕн территорийĕнче ял хуçалăх культурисен чылай пысăк пайĕ пĕтессипе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăру пулса тăрасси патне çитернĕ. Районти 12 ял хуçалăх предприятийĕн территорийĕнче тата 12 хресчен-фермер хуçалăхĕнче сывлăшпа тăпра вăйлă типнине пула малтанхи даннăйсем тăрăх ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсем 4,774 пин, утăлăхпа кĕтÿ çÿретмелли вырăнсем 3,2 пин гектар сиенленнĕ.
Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тĕллевпе тата пулса тăнă лару-тăрăва шута илсе, çапла йышăнатăп:
1. 2010 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм хушу кăларичченхи тапхăрта Тăвай районĕн территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хурас.
2. Лайăх мар метеорологи пулăмĕсенчен сăтăр курнă ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене пулăшу пама, пурлăх тĕлĕшĕнчен сиен кÿнин виçине палăртма тата ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсем пĕтнин йывăрлăхне çăмăллатас шутпа тивĕçлĕ мерăсем йышăнма çак составпа оперативлă штаб туса хурас:
1. Г.Я.Гаврилов, район пуçлăхĕн çумĕ – Тăвай районĕн администрацийĕн строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ – штаб ертÿçи;
2. В.А.Ванерке – райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ – штаб ертÿçин çумĕ;
3. Л.И.Берилло – райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн сектор заведующийĕ;
4. Н.Р.Краснов – райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ;
5. В.В.Исаев – райадминистрацин тĕп специалист-эксперчĕ;
6. Е.А.Михайлова – райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ;
7. А.Г.Сергеев – райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ;
8. И.В.Воронцова – Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствин ял хуçалăх производствине пулăшу парас ыйтусемпе ĕçлекен Тăвай районĕнчи тĕп специалист-эксперчĕ (килĕшнипе).
3. Тăвай районĕнчи ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, районти организацисен, предприятисен тата службăсен ертÿçисене сĕнес:
–тавралăха сăнаса тăрассине вăйлатмалла;
–чрезвычайлă лару-тăрусем пулса кайнине тата вĕсем сăтăр кÿнине прогноз тăвассине пурнăçламалла;
–стационарлă управлени пункчĕсенче ертсе пыракансенчен талăкĕпе дежурство тăрассине йĕркелемелле;
–чрезвычайлă лару-тăрусем пулса тăрассине сирсе яма, пулас пулсан тăкаксемпе çухатусен виçине чакарма, тата çавăн пекех, чрезвычайлă лару-тăрусенче организацисен ĕçлес пултарулăхĕпе хăрушсăрлăхне ÿстерме оперативлă мерăсем йышăнмалла;
–чрезвычайлă лару-тăрусене сирсе ямалли тата пĕтермелли ĕçсен (пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли) плансене тата ытти документсене тĕрĕслемелле;
–çакнашкал лару-тăрусенче усă курмалли районти сыпăкри вăйсемпе хатĕрсене чрезвычайлă лару-тăрусенче усă курма хатĕрлесе çитермелле, оперативлă ушкăнсем туса хурса вĕсене кирлĕ пулма пултаракан вырăнсене куçарассине йĕркелемелле;
–çыхăну тата пĕлтермелли система усă курма яланах хатĕр пулмалла;
–уйрăм хушу пуличчен граждансем Чăваш Республикинчи Тăвай районĕн территорийĕнчи вăрмансене ирĕклĕн кĕрсе çÿрессине тата “Канашри лесничество” патшалăх учрежденийĕн Тăвайри тата Сиккассинчи участоксен лесничествисемпе килĕшмесĕр вĕсене транспорт хатĕрĕсемпе кĕрессине чарас;
–вăрмансене “Канашри лесничество” патшалăх учрежденийĕн Тăвай тата Сиккасси участокĕсенчи лесничествăсем паракан пропусксемпе кăна кĕме ирĕк памалла "килĕшнĕ тăрăх".
4. “Канашри лесничество” патшалăх учрежденийĕн Тăвайри тата Сиккасси участокĕсенчи лесничествăсен лесничийĕсене çапла сĕнес:
–контрольпе пропуск пункчĕсенче постсем йĕркелемелле;
–вăрмана çÿрекен тĕп çулсем çине вăрмана кĕнĕ çĕрте шлагбаумсем тата вăрмансене çÿреме чаракан пушара хирĕçле аншлагсем вырнаçтармалла;
–шанса панă территорие вăрман хуралĕн вăйĕпе патрульлессине йĕркелемелле, кирлĕ пулсан Тăвай районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене те "килĕшсе" явăçтармалла;
–чрезвычайлă лару-тăрусене сирсе ярас тата пĕтерес тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти комиссипе çак ыйтусене татса парас тĕлĕшпе тачă çыхăну тытмалла:
–персонала, халăха хÿтĕлессипе;
–оперативлă ушкăна чрезвычайлă лару-тăру районне куçарассипе;
–чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерессине йĕркелессипе;
–чрезвычайлă лару-тăру чиккисене палăртассипе;
–инкек тÿсекен халăха пурнăç условийĕсемпе тивĕçтерессипе, объектсен ĕçне шанчăклă йĕркелессипе.
5. Тăвай районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникне обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан служба ĕçĕн çирĕплетнĕ режимĕпе килĕшÿллĕн çапла тума сĕнес:
–провокацисене, террористла акцисене тата çавăн пекех лару-тăрăва йĕркерен кăларма хăтланнисене малтанах асăрхаттарас тата чарса лартас тĕлĕшпе мероприятисем ирттермелле;
–обществăлла йĕркелĕхпе тата обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле;
–пурлăхпа культура пуянлăхне упрассине тивĕçтермелле.
6. ЧР Культура министерствин “Тăвай районĕнчи “Ял ĕçченĕ” (”Сельский труженик”) хаçат редакцийĕ” республикăри патшалăх учрежденине, Тăвай районĕн администрацийĕн организацилле ĕçпе информаципе тивĕçтерекен пайне халăха вырăнти массăллă информаци хатĕрĕсем урлă чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хуни çинчен пĕлтерме сĕнес.
7. Асăннă йышăнăва пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăма Г.Я.Гаврилова, район пуçлăхĕн çумне – строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникне – чрезвычайлă лару-тăру пирки асăрхаттарас тата чарса лартас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен Тăвай районĕнчи комисси председательне хушас.
Тăвай районĕн пуçлăхĕ Н.И.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика