АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕп редакторсем канашларĕç

00:00 01 июля 2010 г.

Июнĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен (МИХ) тĕп редакторĕсен кунĕ пулчĕ. Унта ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Александр Усов, район пуçлăхĕ Николай Глухов тата район хаçачĕсен тĕп редакторĕсем хутшăнчĕç. Н.Глухов хăнасене районăн экономикипе социаллă аталанăвĕ, çитĕнÿсемпе умри задачăсем çинчен каласа кăтартрĕ, Республика кунĕ Патăрьелĕнче мĕнле иртнипе паллаштарчĕ.
МИХсен ертÿçисем пичет кăларăмĕпе сайтсем валли çĕнĕ хыпарсем хатĕрлес, район хаçачĕсен ку чухнехи сăн-сăпачĕ, граждансене право пĕлĕвĕ парас тата ытти ыйтусене сÿтсе явнă.
Тĕп редакторсене информаци политикине аталантарассипе ĕçлекен Фондăн вице-президенчĕ М.Вяткин муцниципаллă МИХсен информаци уçлăхĕнчи пĕлтерĕшĕ, А.Колесниченко эксперт сайт валли çĕнĕ хыпарсем хатĕрлес ыйтусене çутатса панă. Тĕп редакторсем çавăн пекех хаçат кăларас ĕçри çĕнĕлĕхсемпе, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.
Хăнасем çĕнĕ стадионта, Шăкăртанри мечĕтре, Патăрьелĕнчи техникăна тивĕçтерекен станцире пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика