00:00 11 июня 2010 г.
2010 çулхи ака уйăхĕнче журналистсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен вĕренÿ темипе хатĕрленĕ ĕçĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ старт илчĕ. Вăл РФ Вĕрентÿпе наука министерстви пуçарнипе 2003 çултанпа иртет. Кăçал ăна вĕрентекен çулне халалланă.
Конкурса 2009 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пичетленнĕ е эфира тухнă материалсене тăратмалла. Тĕп услови – вĕрентÿ аталанăвне пур енлĕн те интереслĕ çутатасси.
Çĕнтерÿçĕсем Дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçĕç.
А.МИХАЙЛОВ, ЧР Журналистсен союзĕн правлени членĕ.