00:00 01 июня 2010 г.
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе чĕререн саламлатăп!
“Ачасăр пурнăç – калчасăр уй-хир”, – теççĕ халăхра. Паянхи арçын ачасемпе хĕр ачасем мĕнлерех пулĕç – район, республика тата çĕршыв пуласлăхĕ çавăнтан килет,
Пирĕнтен кашнийĕн тивĕçĕ – çĕр-шывăн чăн-чăн гражданĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерме никĕс туса хурасси. Районта ача çуратасси ÿссе пырать. Медицинăра çĕнĕ технологисемпе, оборудованисемпе усă курни ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшаççĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕсенче çитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăл аталанăвĕ валли условисем çителĕклĕ.
Эпир ачасен ыйтăвĕсене çывăха илни, яваплăха туйни, вĕсене юратни тата вĕсемшĕн тăрăшни – пулас ăрăвăн çутă малашлăхĕ. Сире, хаклă ентешĕмсем, çитĕнÿ, ырлăх-сывлăх сунатăп!
Тăвай районĕн пуçлăхĕ Н.И.ИВАНОВ.