00:00 28 мая 2010 г.
Кăçалхи çуракинче 8817 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акса хăварнă, ку тĕлĕшпе палăртнине ăнăçлă пурнăçланă.
Çĕр улмине 617 гектар е малтан палăртнинчен ытларах та лартса хăварнă. 60 гектар çинче “Родник” общество çĕр улми речĕсен хушшисене пĕрремĕш хут кăпкалатнă.
“Новый путь” ЯХПК 15 тата С.В.Андреевпа А.А.Осипов хресчен-фермер хуçалăхĕсем 6-шар гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акнă.
Кукуруза районĕпе 357 гектар йышăннă. Сĕтеклĕ культурăна “Акконд-агро фирма” общество, Ленин ячĕллĕ тата “Чутеевский” хуçалăхсем вырăн панă.
“Акконд–агро фирма” общество 100 тата “Чутеевский” ЯХПК 6 гектар белоклă культура – рапс акнă. Унсăр пуçне аккондçăсем соя та 30 гектар акса хăварнă.
Икĕ хуçалăхра 10 гектар выльăх кăшманĕ акнă.
“Шимкусский”, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсемпе “Родник” общество калчасене çум курăкран тата чир-чĕртен химилле майпа хÿтĕлеме тытăннă.