00:00 25 мая 2010 г.

Тăвай районĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн темисем: Чăваш Республикин бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем; Республика кунĕнчи савăнăçлă мероприятисене Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитнипе пĕрле йĕркелесе ирттересси. Район пуçлăхĕ Н.И.Иванов тата Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Т.А.Алексеева район администрацийĕн пай начальникĕсемпе тата секторсен заведующийĕсемпе тĕл пулса çĕр хутшăнăвĕсем тĕлĕшпе пухăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Унтан Николай Ильичпа Татьяна Александровна Çĕнĕ Пуянкасси ял поселенине тухса кайнă. Кунта, Кивĕ Пуянкасси ялĕнче, нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли йĕркепе килĕшÿллĕн икшер хутлă икĕ йывăç çурт, Çĕнĕ Пуянкассинче тăлăх ачасем валли пĕр хутлă йывăç çурт тăваççĕ. Н.Иванов тата Т. Алексеева строительство мĕнле пынипе паллашнă, асăннă çуртсен пулас хуçисемпе курса калаçнă. Хăнасем “Буяново” ОООра та пулнă, кунта пукансем тата теплицăсем тăвакан цех ăнăçлă ĕçлет. Обществăн ĕç тăвакан директорĕ А. Степанов цехра ĕçлекенсем çинчен каласа кăтартнă, вĕсем туса хатĕрлекен продукцисем пахалăхлă пулнине тата вĕсене хапăлах туяннине палăртнă.
Район администрацийĕн информаци ушкăнĕсем ялсене тухса халăхпа тĕл пулса калаçнă.
Республикăра кăçалхи майăн 13–23–мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ пынă май, пĕрлехи информаци кунĕнче учрежденисемпе организацисем хаçат-журнал илсе тăнипе тата республикăри хаçат-журналпа район хаçатне çырăнтарасси епле пулса пынипе интересленнĕ.
Информаци ушкăнĕнчисем актуаллă ыйтусем çине хуравланă. Граждансене те харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
В.ЧАЙКИН.