00:00 25 мая 2010 г.
Çумăрсем хыççăн çур тырри пуссисем симĕсленсех пыраççĕ. Виçĕ хуçалăх силослăх культура – кукуруза та пурĕ 357 гектар акса хăварнă. Çав шутра – “Акконд–агро фирма” УАО – 207, Ленин ячĕллĕ ЯХПК – 100 тата “Чутеевский” ЯХПК – 50 гектар.
Майăн 20-мĕшĕ тĕлне 460 гектар (80 процент) çĕр улми лартнă, çав шутран “Родник” общество – 105, Н.Морякова хресчен-фермер хуçалăхĕ – 65 гектар. Сăхăтпуçĕнчех, тĕслĕхрен, халĕ С.В.Андреев, Н.В.Акимова хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр улми лартаççĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” ытти хăш-пĕр çĕрте те вырăн параççĕ.