00:00 12 мая 2010 г.
Çурхи кун çулталăклăх. Çур акинче районĕпе пурĕ 8817 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акса хăвармалла. Майăн 11-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ 6520 гектар (74 процент) тырă акнă.
“Акконд–агро фирма” общество çавăн пекех 30 гектар белоклă культура – соя акса хăварнă.
Ĕнерхи кун тĕлне Çăлпуçĕнчи “Родник” ООО "А.П.Петров" 80 гектар, Тушкилти Н.В.Морякова хресчен-фермер хуçалăхĕ 15 гектар çĕр улми лартнă.