АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Конкурса пĕтĕмлетнĕ

00:00 05 мая 2010 г.

Чăваш халăх этнокультурин ĕçченĕ Павел Федоров, райадминистрацин социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕ тата “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ пĕрле Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарас умĕн вăрçă тематикине халалланă конкурс ирттерчĕç. Унта тĕрлĕ номинацисем пулчĕç. Конкурса районти ача-пăча библиотекинче пĕтĕмлетрĕç.
“Салтак çырăвĕсем” номинацире Иван Федотовăн (Тăвай ялĕ) фронтран янă çырăвĕсем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсене Тăвайри халăх музейне фронтра пуç хунă воинăн ывăлĕ Геннадий Иванович пырса панă, вĕсем тăрăх “Ял ĕçченĕ” хаçатра “Кайăк пулса вĕçсе пырасчĕ те сире курасчĕ...” тĕрленчĕк те пичетленчĕ.
2-мĕш вырăна ашшĕн çырăвĕпе тата дневникĕпе Тĕмерти вăтам шкулта вĕрентекен Раиса Александровна Иванова тухрĕ. Унăн ашшĕ Александр Сергеевич Шайкин вăрçа 1942 çулта кайнă. Украина фронтĕнче çапăçнă. Çĕнтерÿ кунне госпитальте кĕтсе илнĕ.
–Эпĕ те фронтран киле 40 ытла çыру янăччĕ, анчах хальлĕхе пĕрне кăна тупса вуларăм-ха, – тет фронтра связистка пулнă 88 çулхи Валентина Васильевна Пермякова. Вăл службăра II тата III Белорусси фрончĕсенче пулнă. Медальсем пур. Çав шутра “Ĕçри паттăрлăхшăн” та.
“Салтак юрри” номинацире “Тăвай ен” ансамбль çĕнтерчĕ. Салтак гимнастеркисемпе пилоткăсем тăхăннă В.Александрова, В.Абржина тата Н.Иванова “Салтак арăмĕ” юрра юрларĕç.
Р.Иванова вĕрентекен ашшĕн çар наградисене – орденсемпе медалĕсене конкурса тăратнă. Çакна ыттисем те пурнăçлама пултарнă, районта фронтра орденсемпе медальсене тивĕçнĕ вăрçă паттăрĕсем сахал мар. Анчах темшĕн конкурса хутшăнас темен. Конкурс, паллах, ирĕклĕ мероприяти, унта никама та хистеме кирлĕ мар. Елена Фомина (Нÿшкасси) хăйĕн “Ялти палăк” тата кăçал Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа çырнă сăввисене каларĕ. Сăввисем иккĕшĕ те тарăн шухăшлă, темăпа çыхăннă. Вăл “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕн Дипломне тивĕçрĕ.
Тăвайри вăтам шкулти Катя Кольцовапа Надя Сергеева хамăр ентешĕн Николай Сандровăн вăрçă темипе çырнă сăввисене питĕ тăрăшса каларĕç.
Вăрçăра пуç хунă е вăрçă хыççăн çĕре кĕнĕ районти сăвăçсем номинацие те, маларах тăрăшнă пулсан, йĕркелеме пулатчĕ. Унашкаллисем пирĕн тăрăхра çук мар. Калăпăр, Андрей Николаев (Лачкасси), Александрпа Владимир Пермяковсем (Тăвай), Алексей Зайцев (Нăрваш), Александр Клементьев (Тенеялĕ) тата ыттисем.
Конкурсăн шухăшĕ питĕ ырăччĕ, шел, ăна туллин пурнăçа кĕртме май килмерĕ.
Пĕр сăмахпа йĕркелÿçĕсен конкурс пирки аса илтерсех тăмалла пулнă. Çапла тунă пулсан, конкурса пысăкрах йыш хутшăннă пулĕччĕ.
Конкурсра палăрнисене пурне те социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕ дипломсем парса хавхалантарнă.
И.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика