АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » “Пурăнмалли çурт-йĕр” операци пырать

00:00 23 апреля 2010 г.

Чăваш Енре Раççей МЧСĕ кашни çулах ирттерекен “Пурăнмалли çурт-йĕр” операци районта та малалла пырать. Профилактика акцийĕн тĕп тĕллевĕ – уйрăм çынсен çуртĕнче тухакан пушарсен шутне чакарасси.
Куллен тенĕ пекех районти пушар надзорĕн инспекторĕсем, ЖКХ представителĕсем, газ участокĕн ĕçченĕсем, милици сотрудникĕсем ял тăрăхĕсен ертÿçисен çумĕсемпе пĕрле ялсем тăрăх рейд çÿреççĕ. Вĕсем ытларах пĕччен пурăнакан, нумай ачаллă тата ниçта ĕçлемен çемьесен хуçалăхĕсене тĕрĕслеççĕ. Комисси членĕсем кил хуçисемпе инструктаж ирттереççĕ, вĕсене памяткăсем параççĕ, çитменлĕхсем çинчен асăрхаттараççĕ.
Ял тăрăхĕн ĕçченĕсем çак çемьесемпе тăтăшах курса калаçаççĕ пулин те, хăш-пĕр кил хуçалăхĕсенче çитменлĕх нумай. Тĕслĕхрен, пурăнакан çурт йĕри-тавра тирпейсĕр, урайĕнче – пушă эрех-сăра кĕленчисем, пирус тĕпĕсем, вырăн çинче çĕрĕпе мăнкун эрни ăсатса эрех ĕçсе кÿпнĕ кил хуçисĕр пуçне кÿршисем те пуçĕсене çĕклейми выртаççĕ. Пÿртре, вырăн çинче пирус туртаççĕ, тĕпне сÿнтермесĕр урайне пăрахаççĕ. Пÿрте хутса ăшăтмалли кăмакасем ыран-паян ишĕлсе анас пек. Çавăн пек кил-хуçалăхсем кашни ялтах пур, вĕсенче пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк.
Тĕслĕхрен, районта 2009 çулта пушарта 6 çын çунса вилнĕ. Вĕсенчен пилĕк тĕслĕхĕ ÿсĕрпе вырăн çинче пирус туртнă чухне асăрхануллă пулманнипе çыхăннă.
А.ШАКШИН, районти пушар надзорĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика