АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

09 октября 2009 г. г. | Н.ЕГОРОВ
“Хĕлле пÿрт стенисем темшĕн йĕпенеççĕ. Ун пек ан пултăр тесен мĕн тумалла?“
Пурăнмалли çуртăн стенисем йĕпенесси нумай сăлтавран килет. Чи малтанах ку стена хулăнăшĕпе çыхăннă. Кирпĕч стенасем ăшă лайăх тытчăр тата ан йĕпенччĕр тесен, стенасен хулăнăшĕ çителĕклĕ тата вĕсем пĕрмаях типĕ пулмалла. Стенасем типĕ тăччăр тесен, пÿрт никĕсĕ çине икĕ-виçĕ сий шыв яман рулонлă материал (рубероид тата ытти) хурса хăвармалла. Ун пек тумасан тăпрари нÿрĕк стена тăрăх 2–2,5 метра çити хăпарать. Нÿрлĕ стена ăшша начар тытнипе штукатурка хĕлле йĕпенет. Пÿрт тăрринчен юхса анакан шывпа стенасем ан йĕпенччĕр тесен, карниз стенаран 50–60 сантиметр тухса тăмалла. Çакна та асра тытмалла: пÿлĕмри сывлăшпа стенан шал енчи температурисен уйрăмлăхĕ 6 градусран ытла пулмалла мар. Çав шайлашу пăсăласси стена хулăнăшĕпе пĕренесем хушшинчи ырасен сарлакăшĕ çителĕксĕрринчен, лайăх мăкламаннинчен килет. Çÿхерех йывăç стена ан йĕпентĕр тесен, ăна мăкламалла, унтан икĕ енчен извеçпе, строительство гипсĕпе (алебастрпа) тата хăйăр хутăшĕпе штукатурка тумалла е тулаш енчен керамика е силикат кирпĕчпе, хăмапа, яка асбестпа, цемент листисемпе çавăрмалла. Пÿртре уйрăмах кĕтес йĕпенет. Акă мĕншĕн. Кĕтесре сывлăш сахал куçать. Сывлăш куçма сĕтел-пукана кĕтесрен куçармалла. Паллă ĕнтĕ, йывăç тăршшĕ, урлăшĕпе танлаштарсан, ăшша икĕ хут лайăхрах ярать. Çавăнпа кĕтессене йывăçа тÿрĕ касса тунă чухне, пÿртри ăшша перекетлес тата кĕтес ан йĕпентĕр тесе, тулаш енчен хулăн хăма çапаççĕ. Çав тĕллевпех шывпа ăшăтмалли кăмакапа усă курнă чухне ăшăтмалли пăрăхсене кĕтессенче вырнаçтарма тăрăшмалла. Йывăç щитсенчен тунă пÿрт те йĕпенет. Ку вăл щитсем ăшĕнчи ăшă тытакан материалсем пусăрăнса аннинчен тата вĕсен хушшинчи хушăксене лайăх питĕрменнинчен килет. Ун пек чухне çурта сÿтсе щитсене юсамалла. Щитсенчен тунă пÿрт ан йĕпентĕр тата ăшă пултăр тесен, тул енчен кирпĕчпе, хăмапа, яка асбестпа, цемент листисемпе (шиферпа) çавăрмалла. Йывăç щитсенчен, пĕренерен тата пăрăсран тунă стенапа кирпĕч витĕмне пĕр никĕс çинче тумалла. Кирпĕч витĕмĕ ан йĕпентĕр тесен, никĕс çине икĕ-виçĕ сий рубероид хурса хăвармалла. Кирпĕч витĕмне йывăç стенаран 20–30 сантиметр хушăк хăварса купаламалла. Çак хушша минерал ваттипе, керамзитлă гравипе (керамзитпа) тата ытти ăшă тытакан материлсемпе тултармалла. Пÿрт йĕпеннин сăлтавĕ çавăн пекех хутса ăшăтмалли кăмакана мĕнле лартнинчен те килет. Кăмака пÿрт стенисене пур енчен те пĕр пек ăшăтса тăтăр. Малтанах кăмака тăваканпа пĕрле унăн вырăнне, умĕ (çăварĕ) хăш енче пулмаллине тата пысăкăшне палăртса хумалла. Çакăн çинчен те манма юрамасть: шифоньерсене, шкафсене тата сĕтел-пукана стена çумĕнчен кăшт сиктерсе лартмалла. Кĕпе-тумтире пурăнмалли пÿлĕмре çума та, типĕтме те юрамасть. Пÿлĕме вăхăтран вăхăт лайăх уçăлтармалла.
05 октября 2009 г. г. | В.ИВАНОВА. Тăвай ялĕ.
“Шкулта уроксен расписание тĕн вĕрентĕвĕ, культури, этика енĕпе çĕнĕ предмет кĕртесси çинчен республикăра тухса тăракан хаçатра вуланăччĕ. Пирĕн районти шкулсенче хăçан вĕрентме пуçлĕç-ши? Тата мĕнле предметсем пулĕç?“
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа республикăри шкулсен программине тĕн вĕрентĕвĕ, культури, этика енĕпе çĕнĕ предмет кĕнĕ: тĕн историйĕпе культура никĕсĕсем (православи тĕнĕ, ислам, иудаизм, буддизм), тĕнчери тĕп тĕнсен историйĕпе культура никĕсĕсем, гражданла этика никĕсĕсем. Хăш предметне вĕренессине шкулсенче хăйсенче ашшĕ-амăшĕсемпе тата ачасемпе канашласа суйласа илеççĕ. Районти шкулсенче анкетировани те ирттернĕ. Çĕнĕ предмета эксперимент шучĕпе çĕршыври çирĕме яхăн регионта вĕрентеççĕ. Вĕсен йышĕнче Чăваш Ен те пур. Хăш-пĕр тăрăхра сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вĕрентме тытăнчĕç те ăна. Акă, хамăр республикăри Улатăрти 6-мĕш номерлĕ шкулта 2006 çултанпах “Православи культурин никĕсĕсене” вĕрентеççĕ. Тăвай районĕнчи шкулсенче 2009–2010 вĕренÿ çулĕн юлашки чĕрĕкĕнче 4 классен, 2010–2011 вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче 5 классен расписанине çĕнĕ урок кĕрĕ. Вунă шкултан саккăрăшĕнче “Православи культурин никĕсĕсем” предмета суйласа илнĕ. Тушкилти вăтам шкулта “Тĕнчери тĕп тĕнсен историйĕпе культура никĕсĕсем”, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта “Гражданла этика никĕсĕсем” ятлă предметсене вĕрентме кăмăл тунă. Республикăри Вĕрентÿ институтĕнче ноябрь пуçламăшĕнче çĕнĕ предмета вĕрентекен пуçламăш класс учителĕсем тата филологсем валли ятарлă курссем пуçланаççĕ. Унта районтан 10 педагог пĕлĕве ÿстерĕ.
«1...6789

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика