АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

19 января 2016 г. г. | В.НИКОЛАЕВА. Тaвай ялe.
Брокколи усaллa тенине илтнeччe. Иртнe эрнере сенкер экран cинчи пeр передачaра cакaн пирки тухтaрсем каласа панине илтме т?р килчe. Пичетлесе кaлараймастaр-ши cак cимec cинчен. Пирeн тaрaхра та лартса ?стерме пуcларec пулас aна.

 

Брокколи пeр çул анчах ?сет. Вaл чечеклe купaста евeрлe. Грецире тата Римра пурaнакансем унпа 2000 çул каяллах усa курнa. Европaра вара 16 eмeрте лартма пуçланa. Ку çимeç Англире, Испанире, Италире анлa сарaлнa. Раççейре сайрарах çитeнтереççe-ха.

Апат хатeрленe чухне тунипе тата чечек папкипе усa кураççe. Усaллa япаласем сыхланса юлччaр тесе aна пaс çинче пeçереççe е пaшaхлаççe. Брокколирен салат хатeрлеççe, яшкана яраççe, çавaн пекех ашран пeçернe апата хушаççe.

Брокколире клетчатка, кали, фосфор, кальци, магни, тимeр, цинк, марганец, сера, С, В1, В2, В5, В6, РР, Е, К витаминсем, А провитамин пур. Çавaнпа вaл усaллa çимeç шутланать. Aна юн тымарeсен чирeсемпе тата чeрепе аптaракансене çиме сeнеççe. Вaл усал шыçaран сыхланма та пулaшать. Брокколи С витаминпа лимон пекех пуян.

 

15 января 2016 г. г. | А.ПЕТРОВ. Тaвай ялe.
Ыхрара 20 процент сахaр теcce. Анчах вaл мeншeн пылак мар?

 

Тeлeнмелле те, ыхра чaнах та пылаклaхe пысaк пахча çимeçсен йышeнче. Унaн сeткенeнче 20 процент сахaр пулнине палaртаççe aсчахсем. Ыхрара аллиин - чeпeтекен япала - нумай. Çавна пула эпир ыхра пылаклaхне туймастпaр.

Ыхрапа этем сeм авалтанах усa курнa. Гиппократ ?пке шыçсан (пневмонирен), вар-хырaм чирeсенчен, тeрлe шыçaсенчен ыхрапа сипленме сeннe.

Eлeкхи халапсенче усал вaйсене, асам-тухатaва ыхра тасатать тени те унaн микробсемпе кeрешес витeмлeхeпе çыхaнтарма пулать-тeр. Çынсем ыхрапа усa куракансем сахалрах чирленине, çирeп сывлaхлине асaрханa, унра тeлeнтермeш хaват пур тесе eненнe. 19-мeш eмeрте Луи Пастер aсчах ыхра инфекцие хирeç витeмлe пулнине наука енчен çирeплетнe.

Ыхрари аллиин вещество каснa майaн аллицина çаврaнса пенициллин пекех микробсене пeтернине наука 20-мeш eмeрте çирeплетнe.

Ыхра кaмпа чирeсенчен те, шeвeрeлченрен те хaтaлма пулaшать. Суханпа танлаштарсан ыхра гастрит-язва чирeсемпе нушаланакансемшeн те юрaхлa. Ыхра хырaмлaха сиен к?мест.

Хaшeсем ыхра шaрши кeнине юратмаççe. Шaршaна пeтерме ыхраллa апат çинe хыççaн гвоздика пeрчи, пeтнeк, тимьян çулçи чaмлама сeнеççe. Çавaн пекех петрушкaпа кинза та ыхра шaршине пусараççe. Ыхра çинe хыççaн икe-виçe хутчен сeт сыпса çaварта тытса çaтни те шaршaран хaтaлма пулaшать.

 

24 декабря 2015 г. г. | С.ВАСИЛЬЕВА. Тaвай ялe.
Чи пeчeк лаша пони пулнине пeлетeп-ха. Унран лутрараххисем cук-и?

 

Тeлeнмелле, 43 сантиметр ç?ллeш, 30 килограмм таякан лаша та пур. Асaрхaр, сaмах çитeннe ут пирки пырать. Дюймовочка -официаллa йeркепе aна чи пeчeк лаша тесе йышaннa. Çак ята aна 2006 çулта рекордсен Гиннес кeнекине кeртнe хыççaн панa. Ун чухне чeрчун пиллeкре пулнa.

Вaл пeчeк лашасем eрчетекен фермaра çут тeнчене килнe. Понисем вaтамран 120 килограмм таяççe. 80 сантиметр ç?ллeш ?сеççe. Дюймовочкaна вара карликсен шутне кeртнe. Вaл çитeннe лашан чeркуççи таран çеç.

Пони фермaри ытти лашапа мар, йытaсемпе туслa. Урисем, кeлеткипе тата пуçeпе танлаштарсан самай кeскерех, çавна май ортопеди протезe тaхaнма тивет. Дюймовочка Америкaри тaван хулинче хaйне евeр чаплa япала шутeнче. Aна кунне икe хутчен апатлантараççe. Пeр чашaк сeлeпе тата пeр ывaç утaпа тaранать. Хуçисем лашана сутасшaн, aрaва малалла тaсасшaн мар.

 

11 сентября 2015 г. г. | Е.ПАВЛОВА. Тaвай ялe.
"Китайский лимонник" ятлa ?сен-тaран пур. Cип тaрaх хaмла пек c?ле каять. Хам курман, анчах cырли вeтe, хeрлe тeслe теcce. Cип карса ?стермесен вaл пулмасть-мeн. Мeнле чиртен усaллa-ши вaл? Cулcине типeтме юрать-и тата aна хaш вaхaтра татмалла?

 

Китай лимонникe 5 тeслe тутa парать: унaн çырлин хуппи пылак, aшe й?çe, вaрри кaвасак, унран (вaрaран) хатeрленe сиплeхлe шeвек вaхaт иртсен тaварланать. Aна чaнах та шпалер кармасaр е çумра ç?ллe х?ме пулмасан ?стерейместeн.

Лимонник çырли çынна вaй парать, нерв тытaмне çирeплетет, чeрешeн çав тери усaллa. Aна çисен пeверeн клеткисем çeнeрен вaй илеççe. Çак органа лимонник х?тeлет, сиплет. Гормонсен виçине йeркене кeртме пулaшать. Унран хатeрленe шeвек арçынсен ар пултараслaхне вaйлатать, типeтнe çырла гастритпа аптaракансемшeн аван тата ытти те.

Лимонникaн çулçинчен, хуппинчен хатeрленe шeвек цинга чирeнчен, депрессирен пулaшать. Анчах çак ?сен-тaранпа виçесeр, тaтaшах усa курмалла мар. Унaн çулçине август уйaхeнче пуçтараççe, вeтетсе сулхaнра типeтеççe.

 

04 сентября 2015 г. г. | В.ПАВЛОВА.Тaвай ялe.
"Cуралнa кунпа саламланa чух cывaх cынсене юрa юрласа та савaнтарас килет. "Ах, мeн чухлe чечексем илсе килчec хaнасем..." сaмахсемпе пуcланакан юррaн пeр куплетне кaна пeлетeп. Пeтeм текстне район хаcатeнче пичетлесе кaларсан питe савaннa пулaттaм".

Сaвви В.Никифоровaн, кeвви Н.Андреевaн


Ах, мeн чухлe чечексем


Илсе килчeç хaнасем.


Сан çуралнa кун паян,


Саламлар пeрле аван.


Хушса юрламалли:


Сана эпир саламлатпaр,


Aш сaмахсем калатпaр.


Ырлaх-сывлaх, ай, сунатпaр


Нумай-нумай пурaнма.


Сан тавра пeрле тaрса


Вaйaри пек алхасса


Миçе çын авкаланать,


Юрa юрлать, таш ташлать.


Хушса юрламалли.




Эсe çав тери хитре,


Пулaттaм ялан пeрле.


Юратнине палaртса


Ташлар санпа ал çупса.


Хушса юрламалли.

28 августа 2015 г. г. | В.НИКОЛАЕВА. Тaвай ялe.
Ыттисене кура эпир те йывac cурта сайдингпа илемлетрeмeр. Cул хeрринче пурaннaран-и вaл тeксeмленчe. Aна мeнле ceнетмелле-ши?

 

Сайдинга кашни çулах сивe шывпа çумалла. Кун пек чухне çемçе щеткaпа усa курмалла. Автомашина çумалли вaрaм авaрлa щетка, шланг eçе çaмaллатать. Ç?лтен аялалла тасатмалла. Aна валли 3,5 литр шыва 1?3 стакан çумалли хатeр ТSР (фосфат натри - йaлара тасатма усa кураканни) - хутaштармалла. Кeпе çумалли порошок (1?3 стакан) та яма юрать. Ун хыççaн сивe шывпа çумалла. Çeр çумeнчи сайдинг хуралсан кaвакaш сарaлма пултарать. Çавaнпа aна çийeнчех ятарлa шeвекпе тасатмалла: 1 л сивe шыва ТSР шуратмалли хатeр ямалла.

Çума усa куракан шeвекре аммиак пулмалла мар. Вaл шуратмалли хатeрти хлорпа хутaшсан сиенлe газ тухать. Стенана шлангри шыва майeпен сирпeтсе çумалла.

 

21 августа 2015 г. г. | Р.ИВАНОВА.
Пахча cимec мeншeн нитрат пухни пирки пeлес тенeччe. Cимecри нитрат шайне вара мeнле чакарма пулать-ши?

 

Нитратсaр пахча çимeç, улма-çырла çук. Анчах та унaн шайне этем сывлaхне сиен к?рекен виçерен ирттермелле мар. Пахча çимeç çитeнтерекен лаптaка виçерен ытлашши органика удобренийeсем хывсан нитрат йышлa пулать.

Унaн çимeçри виçене чакарма вара тeрлe мелпе усa кураççe. Чи ансат мел вaл - шыв. Çeр улмине хуппинчен тасатнa хыççaн тураса сивe шыва çур сехетлeхе лартaр. Унтан вара шывне тaкaр.

Пeçернe кaшмана т?рех сивe шыва ярсан та нитрат виçи чакать. Кaшман мeн чухлe хaвaртрах сивeнет, унaн шайe çавaн чухлe сахалрах пулать. Паллах, нитратсемпе пeрлех витаминсемпе минералсем те "çaвaнса" тухаççe. Анчах та вeсен виçи пeçернe чухнехи виçерен ытла пулаймасть. Чи кирли вaл - нитрат сирeн сывлaха сиенлеменни.

Укроп "пухавça"

Çак культура вара нитрат хaвaрт пухать. Çавaнпа та aна ?стернe чухне азот удобренине виçерен ытлашши хывма юрамасть. Укропа тислeк çителeклe хывнa лаптaкра ?стеретeр пулсан ытти удобренипе апатлантарма кирлех мар.

Йaрансене апатлантарнa чухне мочевина виçи кашни тaваткал метр лаптaк пуçне 2 грамран ытлашши пулмалла мар.

Укропа аммиакпа, кальципе тата натри селитрипе те апатлантарма юрамасть, мeншeн тесен çак япаласем нитрат виçине ?стереççe.

Çимeçе пухса кeртиччен 24-25 кун маларах пачах та апатлантармалла мар. Нитрат укроп тунинче ытларах пухaнать, унaн виçи çулçaринчен 50 процент ытларах. Çавaнпа та тунисене пeрремeш блюдaсем хатeрленe чухне, пахча çимeç тaварланa тата маринадланa çeрте кaна усa курмалла. Ача-пaча валли хатeрлекен тата диета апат-çимeçне, салата хушма çулçисем юрaхлa. Укроп турачeсене шывра 2 сехетлeх лартни нитрат виçине 15-20 процент чухлe чакарма пулaшать.

 

18 августа 2015 г. г. | В.СЕМЕНОВА. Тaвай ялe.
Пeрисем ceр cырлин cулcине (клубника) касмалла, теприсем касас cук теcce. Мeнле тусан лайaхрах-ши?

 

Çeр çырлин çулçине икe сaлтавпа кaна касаççe. Пeрремeшe, ?сен-тaрана чир-чeр ерсен. Кун пек чухне çулçине 5 см ç?ллeшeнчен касаççe. Чир-чeрпе сиенлe хурт-кaпшанкaран х?тeленсе бордос шeвекeпе, Топаз е Хорус препаратпа сирпeтмелле.

Иккeмeшe, куçарса лартмасaрах çамрaклатас тесен. Кун пек чухне aна çeр çумeнченех касмалла.

Иккeшeнче те çырлине пухса илнe хыççaнах касмалла. Шaвармалла, апатлантармалла. Çапла тусан хeле кeриччен çeр çырлин çамрaк та çирeп çулçaсем ?ссе eлкeреççe.

Нимeнле чир-чeр палли те пулмасан çулçaна касма кирлe мар. Çeр çумeнчи ватaлнa çулçaсене кaна иртмелле.

Çакна пeлeр: çeр çырли лайaх аталанса ?стeр тесен çулça питe кирлe. Çуркуннехи, çуллахи тата кeрхи çулça пулать. Çурхи апрель-май уйaхeсенче тухса тухaç илме май параканни. Çырлана пухса илнe хыççaн вaл çуллахипе ылмашaнать. Вeсем чечек папки тума тата тутлaхлa веществосем пухма кирлe. Кeрхи çулça сентябрь варринче - октябрь пуçламaшeнче тухать, çырла тeмe вeсемпе хeл каçать те eнтe. Çавaнпах сентябрьте çeр çырлин çулçине касма кирлe мар.

 

04 августа 2015 г. г. | Н.СЕМЕНОВА. Тaвай ялe.
3-4 кун каялла кaна сип-симeс помидорсем татса кeтeм. Eнер пaхатaп та "чиперккесем" тeксeмленнe. К?ршeсем те пaшaрханаcce, вeсен те помидорeсене хуралнипе витрипех кaларса пaрахма тивнe. Симeс помидортан тумалли мeнле те пулин юр-вар рецепчe пичетлесе кaлараймaр-ши? Юлашки вaхaтра хаcатра нумай усaллa канаш пичетленет. Кил хуcи хeрарaмeсем вeсене кaмaлланине пeлтереcce.

 

Икра

3 кг симeс помидор, 1 кг кишeр, 1 кг сухан, 0,5 кг пылак пaрaç кирлe.

Пeтeм пахча çимeçе аш арманe витeр кaлармалла, 2 сехет пeçермелле. Пиçес умeн тутлa шaршaллa хура пaрaç (8-9 шт.), 2 апат кашaкe тaвар, 0,5 литр тип çу, 0,5 литр томат соусe, лавр çулçи, 1 стакан сахaр песукe ямалла. Пaтраштармалла, вeреме кeрсен 5 минут пeçерсе илмелле. Стерилизациленe банкaсене ярса тимeр хупкaçпа хупмалла, ?плентерсе хурса aшa утиялпа витсе хумалла.

Салат

Пeрер стакан хрен, ыхра (аш арманeпе кaларса е теркaласа), 9 процентлa уксус, сахaр песокe, çур стакан тaвар, 6 кг симeс помидор (касaкaн-касaкaн турамалла) кирлe.

Пурне те пeрле хутaштармалла, ешeл çимeç (укроп, петрушка...) хушмалла, стерилизациленe банкaсене тултармалла. 0,5 литрлисене - 20 минут, 0,7 литрлa банкaсене 30 минут "шыв мунчинче" тытмалла. Хупмалла, aшa япалапа витсе хумалла.

 

17 июля 2015 г. г. | В.ФЕДОРОВА.
В связи с потерей работы не могу платать за детский сад уже два месяца. Могут ли из-за этого исключить ребенка из детского сада?

Конституцией Российской Федерации и Федеральным законом «Об образовании в Российской Федерации» гарантируется право каждого на образование, общедоступность и бесплатность образования, в том числе дошкольного.

Отношения между дошкольным образовательным учреждением и родителями регулируется договором между ними, который не может ограничивать установленные законом права сторон. Согласно Гражданскому кодексу Российской Федерации (ст.779) по договору возмездного оказания услуг исполнитель обязуется оказать услуги, а заказчик обязан оплатить оказанные ему услуги в сроки и в порядке, которые указаны в договоре возмездного оказания услуг.

В данном случае никто не имеет права исключить Вашего ребенка из детского сада. Однако в связи с тем, что по договору Вы должны оплачивать содержание Вашего ребенка в детском саду, администрация детского сада имеет право обратиться в суд с заявлением о взыскании с Вас задолженности по оплате оказанных образовательной организацией услуг.

О.Ястребова, прокурор района, старший советник юстиции.

19 июня 2015 г. г. | П.ИВАНОВ.
Могу ли я оформить опеку над недееспособным родственником, если не имею постоянной регистрации?

Нет. Согласно Федеральному закону "Об опеке и попечительстве" установление опеки производится по решению органов опеки и попечительства. Порядок подбора, учета и подготовки граждан, выразивших желание стать опекунами, и перечень документов, представляемых ими, регулируются Постановлением Правительства РФ от 17 ноября 2010 года №927 "Об отдельных вопросах осуществления опеки и попечительства в отношении совершеннолетних недееспособных или не полностью дееспособных граждан".

При назначении опекуна производится обследование условий его жизни, в ходе которого определяется отсутствие установленных Гражданским кодексом Российской Федерации обстоятельств, препятствующих назначению гражданина опекуном.

Отсутствие постоянного места жительства и регистрации по месту пребывания является препятствием к назначению Вас опекуном над недееспособным родственником.
О.ЯСТРЕБОВА, прокурор района.

19 мая 2015 г. г. | Иртнe уйaхра пeрлехи информации кунeнче йaнтaрчaсем панa ыйтуран.
"Мeншeн пирeн республикaра вaрca ачисене чысласа медаль е асaнмалaх знак кaлармаcce".

 

Чaваш Енри сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министерстви пeлтернe тaрaх, ветерансен категорийeсене Тaван çeршыва х?тeлессипе тава тивeçлe eçсем тунaшaн, çар службине, патшалaхaн ытти службине кaлтaксaр тата нумай çул хушши т?рe кaмaлпа пурнaçласа пынaшaн "Ветерансем çинчен" Федераллa законпа килeш?ллeн çирeплетеççe. Раççей Федерацийeн субъекчeсене 2005 çулхи январeн 1-мeшeнчен пуçласа eç ветеранeсене, вaрça çулeсенчи тыл eçченeсене, реабилитациленe тата политика репрессинчен нуша т?снe тесе йышaннa çынсене социаллa пулaшу памалли мерaсем палaртма право панa. Маларах асaннa законпа килeш?ллeн ветерансен ытти категорийeсене социаллa пулaшу памалли мерaсене федераллa законодательствaпа палaртаççe.

Вaйра тaракан нормативлa право акчeсемпе "вaрça ачисем" категорие çирeплетмен. Аслa Отечествaлла вaрça вaхaчeпе çыхaннa граждансен уйрaм категорийeсен право статусне улшaнусемпе хушусем кeртесси законсем йышaнакансен тивeçe пулса тaрать.

Сирeн сeнeвeрсене министерство Раççей Федерацийeн правaпа норматив акчeсен тивeçлe проекчeсене туса хатeрленe чухне шута илe.

 

27 марта 2015 г. г. | Ю.ВАСИЛЬЕВ. Ceнcырма ялe.
"Васкавлa медицина пулaшaвне" ("Скорая помощь") мeнле номерпе шaнкaравламалла-ши? Тытаймасaр хaшкaлатпaр. Васкавлa пулaшу кирлe чухне вeт-ха кашни cеккунт хаклa.

Эпир районти больницaн тeп врачeпе Нина Николаевна Бурдасовапа çыхaнтaмaр. Вaл çапла пeлтерчe:


"Васкавлa медицина пулaшaвe чeнме стационарлa телефонпа "03", мобильнaй телефонпа "030" номерсемпе шaнкaравламалла.


Унтан "чeнeве куçарнa" ("вызов перенесен") тесе пeлтереççe, çакaн хыççaн темиçе çеккунт тaхтамалла та диспетчер хуравне (ответне) кeтсе илмелле".




Как может правопреемник получить средства пенсионных накоплений умершего родственника?


Е.ИВАНОВА, с.Янтиково.

27 марта 2015 г. г. | Е.ИВАНОВА, с.Янтиково
Как может правопреемник получить средства пенсионных накоплений умершего родственника?

"У мужчин 1953 года рождения и моложе и женщин 1957 года рождения и моложе формируются пенсионные накопления, если они осуществляли трудовую деятельность с 2002 года. В случае их смерти правопреемники могут обратиться в Пенсионный фонд России или негосударственный пенсионный фонд, если пенсионные накопления формируются там, за выплатой средств пенсионных накоплений умершего застрахованного лица. К заявлению ему необходимо приложить документы, перечень которых определяют Правила выплаты средств пенсионных накоплений, утвержденные постановлениями Правительства РФ от 30.07.2014 г. №№710, 711. Обратиться с заявлением необходимо в течение 6 месяцев со дня смерти гражданина. Правопреемник, пропустивший указанный срок, может восстановить его в судебном порядке".


Л.ИВАНОВА, начальник отдела Управления ПФР в Янтиковском районе.

27 февраля 2015 г. г. | РФ Пенси фончeн республикaри управляющин cумe Валерий Николаев cынсене кaсaклантаракан ыйтaва хуравлама килeшнe.
-Кacал пенси системинче улшaнусем пулаcce. Хaш-пeрисем пирки асaнаймaр-ши?

 

-Çапла, 2015 çулхи январeн пeрремeшeнчен eç пенсийe страхлав тата пухaнса пыракан пенсисенчен тaрать.

Страхлав пенсине 15 çул eç стажeллe тата 30 баллa пулсан çирeплетеççe. Ку хушaва майeпен, 10 çул хушшинче пурнaçа кeртеççe. Пенсие тухмалли ?сeм улшaнман.

Çулталaк хушшинче вунa балл таран пухма пулать. Страхлав пенсине çирeплетнe чухне пeтeм бала пeрле хушаççe те, пeр балaн хакe çине хутлаççe.

Нарaсaн пeрремeшe тeлне вaл 71 тенкe те 41 пуспа танлашнa. Страхлав пенсийe уйрaм палaртнa т?лев виçиллe. Вaл нарaс уйaхeн пуçламaшeнче 4383 тенкe те 59 пуслaх пулнa. Тaвай районeнче 4368 çын страхлав пенсийe илет. ?сeм çитнипе илекен страхлав пенсийeн балe Тaвай районeнче вaтамран 80-па танлашать.

?сeм çитнипе илекен страхлав пенсийe 1054 тенкe чухлe ?снe, 10,4 пин тенке çитнe. Республикaри пенсионерaн пурaнмалли чи пeчeк виçинчен 1,8 хут пысaкрах ку. Eçлекен пенсионерсен пенсийeсене, 2014 çулта кeнe т?левсене тeпе хурса, кaçалхи августра тепeр хут шутласа параççe. Социаллa пенси ака уйaхeнче ?сет.

Пухaнса пыракан пенси гражданин ирeкeпе çирeпленет. 1967 çулта çуралнисен тата çамрaкраххисен eç паракан куçарса тaракан пенси взносeсен пайне пухaнса пыракан пенси çине е пeтeмпех страхлав пенсине ?стерме ярассине хальтерех татса памалла.

Çакна пeлмелле, страхлав пенсийe Пенси фончeн тупaшeн тата хаксен ?сeмeсене кура çулсерен пысaкланать. Пухaнса пыракан пенси сумми вара патшалaхaн мар пенси фончeсем тата уйрaм управляющи компанийeсем мeнле eçленинчен килет.

Граждансем çулсерен eçлесе илнe пенси балeсем тата пулас пенси пирки Раççей Пенси фончeн сайтeнче: www.pfrf.ru, "Страхланнa уйрaм çыннaн кабинечe" электронлa сервис çинче тeплeнрех паллашма май пур.

 

13 февраля 2015 г. г. | CЫРУРАН.
"...мaшкaлтaк шывне биологиллe майпа тасатакан сооружение Тaвай ялeнче 1986 cулта тунa, анчах aна унтанпа пeрре те тeпрен юсаса ceнетмен. Хальхи вaхaтра вaл хавшаса кивелсе cитнe, cавaнпа хaйeн тeллевне туллин пурнacлаймасть...".

 

Тaвай ялeнче канализаци сечeн пeтeмeшле тaршшe 13922,4 метрпа танлашать. 2013 çултах Тaвай ял тaрaхeн бюджетeнче 2014 çул валли Тaвайри биологилле майпа тасатакан сооружени тумашкaн проект eçeсем туса хатeрлеме 700 пин тенкe укçа пaхса хaварнa.

2014 çул вeçeнче район администрацийeн заказeпе "Селара" ООО "Тaвай ялeнче 500 кубла метр мaшкaлтaк шывне биологилле майпа тасатакан станци" строительство объекчeн проектпа смета документацине туса хатeрленe. Хальхи вaхaтра проект строительство экспертизи витeр тухать. Станци валли çeр участокe тата техника условийeсем суйласа илнe. Малалла документсене республикaн адреслa инвестици программине кeртме тaратаççe.

Т.ДЬЯКОНОВА, администрацийeн пуçлaхeн çумe - строительство, çул-йeр тата пурaнмалли çурт-йeрпе коммуналлa хуçалaх пайeн начальникe.

 

20 января 2015 г. г. | В.НИКОЛАЕВА, с.Янтиково.
"Я вступила в Программу государственного софинансирования пенсий, но дополнительные страховые взносы на накопительную часть трудовой пенсии не уплачивала. Если я начну платить дополнительные взносы с текущего года, государство софинансирует мне эти взносы?"

 

До 31 января 2015 года сохраняется возможность сделать первый взнос в рамках программы государственного софинансирования пенсий тем, кто вступил в Программу в предыдущие годы, но личных взносов не делал. Это касается всех участников Программы, вступивших в нее как в период с 1 октября 2008 года по 30 сентября 2013 года, так и в ноябре-декабре 2014 года.

Л.ИВАНОВА, Управление ПФР в Янтиковском районе.

 

16 января 2015 г. г. | А.ПАВЛОВА. Тaвай ялe.
"Турa шыва кeнe кун cамрaкрах чух Кeрше чиркeвне каяканччe. Унта eненекенсем валли шыва кeрсе тасалмалли вырaнe те аякра марччe. Бассейна c?ренe май, пeлтeр унта Сергий атте праcник умeн сaвапланaччe. Кacал та cав кун унта шыва кeме май пур-ши("

 

"Аль" спорткомплекс директорe А.Н.Кириллов çапла хуравларe:

"Кaшарни умeн кaçал та (январeн 18-мeшeнче 12 сехетре) бассейна сaваплама Сергий атте кaмaл турe. Çавна май сочельникре те, Турa шыва кeнe кун та кaмaл тaвакансем шыва кeме пултараççe. Январeн 19-мeшeнче, кaшарнире, канмалли куна пaхмасaр "Аль" спорткомплекс пурне те хапaл тaвать".

 

23 декабря 2014 г. г. | А.СМИРНОВА.
Пирeн арcынсем ec cуккипе ытти регионсенчи строительство объекчeсене тума тухса каяcce. Чaваш Енри строительсен ec укcи еплерех-ши? Республикaра пурaнмалли cуртсене мeнле хaвaртлaхпа тaваcce?

 

-Чaваш Енри строительсем те начар мар eçлесе илеççe. Ытти регионсене тухса каймасaрах çемье бюджетне аван тупaш кeртме пулать, - тесе хуравланa Республика Пуçлaхe Михаил Игнатьев ку ыйтaва правительство ларaвeнче пaхса тухнa чухне.

Чaваш Енри строительство министерстви пeлтернe тaрaх 2014 çулхи январь-ноябрь уйaхeсенче пурe 9223 хваттер, 665,8 пин тaваткал метр чухлe тунa. Кaçал строительсен январь-октябрь уйaхeсенче пeр уйaхри вaтам eç укçи 23476,4 тенкeпе танлашнa.

Пирeн районти строительсен пeр уйaхри вaтам eç укçи 15 пин тенкe.

 

28 ноября 2014 г. г. | Тaвайра пурaнакан.
Ceнe cултан пенсин ceнe законодательстви вaя кeрсен, ecлекен пенсионерсене пенси т?лемеcce тенине илтнe эпe. Тeрeс-и cакa?

 

2015 çулхи январeн 1-мeшeнчен вaя кeрекен пенсин çeнe законодательствинче eçлекен пенсионерсене пенси т?леме пaрахассине пaхман. Çeнe законодательствaпа килeш?ллeн, пенси ?сeмe çитсен, гражданин тивeçлe канaва тухас вaхaта чылай каяраха хaварма та пултарать. Ун пек чухне aна пенси пысaк виçепе т?леççe. Кашни çын хaçантан пенси илме тытaнас вaхaта хaй татса парать: пенси çитсен т?рех-и е чылай каярахри вaхaтран.

Енчен те пенсионер илекен укçа-тенкe сумми пенсионерaн пурaнма кирлe минимум виçине (Чaваш Республикинче унaн виçи 5413 тенкeпе танлашать) çитеймест пулсан, eçлемен пенсионера пенси çумне федераллa социаллa хушaм кeртсе параççe. Aна eçлемен пенсионерсене çеç хушса параççe. Пенсие вара eçлекен пенсионерсене те т?леççe.

А.ЯЛУГИНА, районти Пенси фончeн специалисчe.

 

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика