АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Виссарион Пряников: тумхахлă çулпа - пысăк наукăна Хуторти пурнăçпа çирĕпленнĕ

 

Виссарион Семенович Пряников - техника наукисен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин электротехника наукисен Академийĕн тĕп членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕ. Тăвай районĕнчи Çăлпуç хуторĕнче çуралнă вăл, нушаллă пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса хăйне пысăк наукăна кĕме хатĕрленĕ, хăйĕн ĕçĕсемпе тарăн тымар ярса çĕршывĕпе палăрма пултарнă.

 Сăхăтпуç ялĕнчен çурçĕр енче, Нишер çырми тăрăхĕн-че, кÿршĕллĕ Вăрмар районĕ-пе чикĕленнĕ çĕрте тĕпленнĕ хăй вăхăтĕнче Çăлпуç хуторĕ. Тăвай çывăхĕнчи Çăлпуç ялĕнче пурăнакансен унта коллективизаци пуçланиччен кашнин çĕр участокĕ пулнă. «Хăртнă» тенĕ çав вырăна. Маларах унта чăтлăхлă вăрман ĕрченĕ, лаштра юмансем те ÿснĕ, теççĕ.

Çĕнĕ ял Çăлпуçĕнчен 22 çемье куçса ларнипе пулса кайнă. «Пионер» ятлă пĕчĕк колхоз та йĕркеленĕ вĕсем, сĕт-çу ферми, лашапа сысна витисем туса лартнă. Çĕр ĕçлесе тырă-пулă, выльăх апачĕ çитĕнтернĕ. Ĕçчен çынсем пурăннă унта, тупăшлă ĕçленĕ, çынсене те ĕç кунĕшĕн пурлăхпа ытти ялтисенчен лайăхрах хавхалантарнă.

Ялĕ пĕчĕк пулнă: кăнтăртан çурçĕрелле симĕс урам тăсăлнă, унăн икĕ енĕпе шăкăрин çуртсем ларнине каласа параççĕ. Йĕри-тавра - тарăн çырмасем. Эпĕ астăвасса, çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче, ялĕ çукчĕ ĕнтĕ, анчах вырăнĕ палăрса тăратчĕ. Сăхăтпуçĕнчи «Красный Октябрь» колхозăн сĕт-çу фермине ?«Пионер» колхоза вăрçăччен асăннă хуçалăхпа пĕрлештернĕ% редакци ĕçĕпе кайсан-тусан Хутор таврашĕн-чи шĕшкĕлĕхре мăйăр пĕрре çеç мар шĕкĕлченĕ. Çырмара пĕчĕк пулăсем вылятчĕç. Хуторта пурăннисене кăна мар, мана та яланлăха асра юлмалла кăмăла каятчĕ кунти вырăн. Ферма çывăхĕнче вилтăприсем те пурччĕ. Чылайăшĕн хĕресĕсем кивелнĕ е чалăшнă пулсан та, вĕсене такамсем пăхса тăни сисĕнетчĕ.

«Халĕ Çăлпуç хуторĕ вырăнĕнче - уй-хир. Пирĕн чипер ялăн, тăван килĕн палăкĕ - хурама çитĕнет унта паянхи кун та. Атте-аннене тав тăватăп çакăншăн, сухапуçпе çĕр ĕçленĕ чухне вĕсем çамрăк хунава тивмесĕр хăварнă. Манăн ачалăхăм çав хурамапа тачă çыхăннă. Эпĕ халĕ те çулсерен тăван ялăн вырăнне, пĕччен ларакан хурама çывăхне çитсе пуçăма таятăп»,-тесе çырнăччĕ икĕ çул каялла «Ял ĕçченĕ» хаçатра Виссарион Пряников профессор.

1933 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче шăпах çак ялта çуралнă та Виссарион Семенович. Пĕлместĕп, раштав сиввисем хуçаланнă-ши вăл çут тĕнчене килнĕ чухне, анчах пĕчĕклех нумай нуша тÿсме тивсессĕн те çамрăк хуçăлса юлман. Амăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул çĕре кĕнĕ. Ашшĕ, Семен Романович Пряников, улттăра чухнех чире пула суккăрланса юлнă. Виçĕ пиччĕшне фронта ăсатнă. Вăрçăн асаплă, выçлăх çулĕсенче Виссарион ашшĕпе кăна тăрса юлнă килĕнче. Хĕллехи сивĕре хути-хутми пÿртре шăннă та, выçă та пурăннă. Анчах нимĕн те хуçайман çамрăка. 1943 çулта вуннăри Виссарион Сăхăтпуçĕнчи «Красный Октябрь» колхозра ĕçлеме пуçланă.

Вĕренмелле, тата вĕренмелле

 

Темĕнле йывăр пулсан та Виссарион вĕренме тăрăшать. Сăхăтпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсен, Тăвайри вăтам шкулăн 8-мĕш класне çÿреме тытăнать. Анчах çав çулсенче вĕреннĕшĕн çулталăкра 150 тенкĕ тÿлемелле пулнă. Пряниковсен çемйишĕн çакă вăл çĕклейми çĕклем пулнă. Ăна татма вăй çитерейменрен, шкула пăрахма тивнĕ. «Хăй вăхăтĕн-че чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев уçнă шкулта пĕлÿ илме питĕ интереслĕччĕ, анчах манăн унтан ирĕксĕрех кайма тиврĕ»,-аса илет кайран Виссарион Семенович.

Анчах вĕренес шухăш çав-çавах пуçран тухман унăн. Кĕçех вăл Канашри вакунсем юсакан завод çумĕнчи чугун çул училищине слесаре вĕренме кĕрет. Унта лайăх вĕреннĕ Виссарион, çав хушăрах завод цехĕнче те ĕçленĕ. Училищĕне ăнăçлă пĕтерсе, 5-мĕш разрядлă специалист пулса тăнă. Çакă ăна ура çине тăма пулăшнă. Горький облаçĕнчи Арзамас станцинче ĕçлет хăй вĕреннĕ специальноçпа. Унтан Сахалина ĕçлеме яраççĕ комсомол путевкипе. Кунтанах çар службине илеççĕ, ПВОн радиотехника çарĕсенче службăра тăрать. Служба яваплă пулнă, СШАн Японире вырнаçнă самолечĕсем час-часах тăван çĕршыв чиккине пăсма хăтланнă.

1956 çул вĕçĕнче В.Пря-ников демобилизаци йĕркипе тăван ене таврăнать. Вăхăта уссăр ирттермест, иккĕмĕш куннех Канаша çул тытать, хулари каçхи шкулăн 9-мĕш класне çÿреме пуçлать, пĕр вăхăтрах Канаш станцинче вакунсене пăхса тĕрĕслекен пунктра та тăрăшать. 1957 çул пуçламăшĕнче ăна вакунсене пăхса тĕрĕслекенсен ултă уйăхлăх курсне вĕренме яраççĕ. Хусанти техника шкулĕнче ăсталăха ÿстернипе пĕрлех каçхи шкулта та пĕлÿ пухать.

 

Наукăна çул хывса

 

Вунă класс пĕтерсе алла аттестат илсен, Хусанти авиаци институчĕн радиотехника факультетне вĕренме кĕрет. Çăмăл пулман Виссарион Семеновича каçхи шкулта ил- нĕ пĕлÿпе паллă институтра вĕренме, анчах алăсене усмасть, йывăрлăхсене çĕнтерсех пыма тăрăшать ку хутĕн-че те, çине тăрса вĕренет. Аслă курссенче вара теорилле радиотехника кафедринче лаборант пулса та тăрăшать, пурăнмалăх укçа тăвать. Хусанти авиаци институтне вăл 1963 çулта, ÿсĕмĕпе вăтăрта чухне, вĕренсе пĕтерет, алла радиоинженер дипломĕ илет. Диплом проектне палăртнинчен икĕ уйăх маларах хÿтĕлет. Аслă шкул пĕтерсен Виссарион Семенович вунтăватă çул Ульяновскри политехника институтĕнче ассистент, аслă преподаватель, доцент пулса вăй хурать. «Радиойышăнусен хатĕрĕсем» курс йĕркелет. 1965 çулта Хусанти авиаци институчĕн аспирантурине кĕрет. Унта вĕреннĕ çулсенче 20 наука ĕçĕ пичетленĕ вăл. 1969 çулта Виссарион Пряников заочно майпа аспирантура вĕренсе пĕтерет, диссертацие ăнăçлă хÿтĕлет, техника наукисен кандидачĕн ученăй степеньне илет. Тепĕр икĕ çултан ăна доцент ятне параççĕ.

Виссарион Семеновичăн наука ĕçĕсем пĕр асăрхавсăр юлман - часах унăн диссертаци ĕçĕпе наука тĕпчевĕсем ирттерме заказсем килеççĕ.

Борт çинчи радиотытăмăн шанчăклăхне тивĕçтерессипе ĕçлекен пысăк квалификациллĕ специалиста Мускавра та асăрхамасăр тăмаççĕ, 1977 çулта ăна тĕп хулари радиоçыхăнăвăн наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлеме йыхравлаççĕ, доцентра тата радиотехникăпа унăн тытăмĕсен кафедрин заведующийĕн должноçĕнче ĕçлеме сĕнеççĕ. Çак çулсенче В.С.Пряников пикенсех доктор диссертацине хÿтĕлеме хатĕр-ленет, наука ĕçĕсем çырать.

Хамăр Чăваш Енре те пысăк ĕçсем пурнăçа кĕртнĕ Виссарион Пряников, Çакă ЧПУ ректорĕ-пе Л.П.Кураков академикпе тĕл пулнă хыççăн пуçланнă. «Чăваш патшалăх университечĕпе эпĕ хамăн пурнăçа 1994 çултанпа, Л.П.Кураков ректор университетра «Радиотехника» специальноçĕпе вĕренессине йĕркелесе яма, радиотехникăпа унăн тытăмĕсен çĕнĕ кафедрине тата радиотехникăпа электроника факультетне туса хума йыхравланă вăхăтранпа çыхăнтарнă»,-тенĕ пĕр аса илÿре профессор. Тăван ене таврăнма вĕсем çемйипех хавас пулнă. Вăл асăннă пысăк ĕçсене çĕнĕ вăй-халпа, пысăк хавхаланупа пуçăннă. Çапла майпа Чăваш патшалăх университетĕн-че çĕнĕ факультет - радиотехникăпа электроника факультечĕ уçăлнă, студентсем çĕнĕ специальноçпа вĕренме пуçланă. Сăмах майăн каласан, пирĕн районти ялсенчен те нумай çамрăк пĕлÿ илнĕ унта. Çакăншăн вĕсем чи малтанах Виссарион Семенович Пряникова тав тăваççĕ. Кафедрăна укçа-тенкĕ енчен йывăр çулсенче çĕклеме тивнĕ. Вăл çулсенче оборудовани туянма никам та нухрат уйăрасшăн пулман. Кафедрăна хăйĕн укçи-тенкине хывма тивнĕ, хăйĕн укçи-тенкипе приборсемпе оборудовани туяннă. Çĕнĕ факультетăн вĕренÿ лабораторине йĕркелесе яма çавăн пекех хамăр ентешсем - П.Н.Муллин ?Шăмăршă районĕн-чен% тата пĕртăванĕн ывăлĕ Б.С.Романов нумай пулăшнине те каласа парать Виссарион Семенович.

1996 çулта вара, 63 çула кайсан, В.С.Пряников техника наукисен докторĕн ученăй степеньне илме диссертаци ăнăçлă хÿтĕлет.

Вăл пособисемпе методика кăтартăвĕсем нумай пичетленĕ. 1998 çулта унăн «Аналоглă электронлă хатĕрсен схемотехники» вĕренÿ пособийĕ кун çути курнă.

1997 çулта кафедра çумĕн-че аспирантура уçнă, вырăнтах пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме ырă майсем пулса тăнă. Тепĕр çултан, И.Я.Яковлев çуралнă куна чаплăн паллă тунă чухне, Виссарион Пряникова профессор аттестатне панă. Çирĕммĕш ĕмĕр вĕçленсе пынă çул, пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче, ăна ЧР электротехника наукисен академийĕн членне суйланă.

 

Профессор ташша та ăста

Мускавра наука ĕçĕпе пурăннă çулсенче В.С.Пряников пуçару ушкăнĕпе пĕрле Чăваш культурин обществине те йĕркелесе ярать. Кайран ăна Шупашкара куçса киличченех ертсе пырать. Общество çумĕнче чăваш библиотеки, чăваш хорĕ, вырсарни шкулĕ те йĕркелеççĕ. «Ниме» ятлă пĕчĕк предприяти те уçнă. Çак обществăлла ĕç ăна пурнăçра питĕ пулăшнă: пирĕн ентешсенчен чылайăшĕ Чăваш патшалăх университетĕн-че вĕренÿ лабораторийĕ уçма укçа-тенкĕрен пулăшнă.

Çапла вара Виссарион Семенович çĕршывĕпе паллă ученăй пулса тăнипе тата радиоинженерсем, пултаруллă специалистсем вĕрентсе хатĕрленипе пĕрлех, культура пурнăçĕ-пе ентешлĕх юхăмне те пысăк тÿпе хывнă. Çав вăхăтрах ытти çынсенчен те расна тытман хăйне. Çакна манăн пĕр пĕлĕшĕм каласа пани халĕ те асра. Хамăр енчи пĕр юбилейре Виссарион Семеновичпа пĕрле пулнă вăл. Парнесем памалли вăхăт çитсен, ытла та çавра, çепĕç те ăшă сăмахсем тупнă юбиляр ячĕпе. «Ташлама вăхăт çитрĕ те, чăтса тăраймарĕ вĕт пирĕн профессор, ай-вай çаптарчĕ ташша. Кам шутлама пултарнă-ха вăл вăхăтра сакăрвунă çултан иртнĕ профессор çапла çăмăллăн та илемлĕн, кĕвĕ çеммипе килĕшÿллĕн ташша илтерессе. Çакăнпа хавхаланнă халăх хыттăн алă çупрĕ ăна. Хăй вара ташласа пĕтерчĕ те, нимĕн те пулман пек сăпайлăн çеç сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Унпа пĕрле юбилей ка- çĕнче мăшăрĕ пурччĕ, вăл та ташларĕ ыттисемпе пĕрле»,-хавхаланса каласа кăтартнăччĕ юлташăм. Сăхăтпуçсем те хăйсен ялĕнчи шкул юбилейĕнче Виссарион Семенович ура хуçса епле илемлĕ ташласа савăнтарнине паян кун та асра тытаççĕ.

«Хама эпĕ кирек епле пулсан та телейлĕ çын тесе шутлатăп. Манăн телей хамăн пулас мăшăрăмпа - Валентина Михайловнапа хĕр чухне пуçласа тĕл пулнинчен пуçланать. 4 мăнук пирĕн, мăнуксен ачисем 3. Вĕсен тимлĕхĕ чĕрене савăнăç кÿрет»,-Виссарион Семенович çапла каланине вуланăччĕ эпĕ пĕррехинче. Пряниковсен икĕ ача: асли «Радиотехника», кĕçĕнни «Кибернетика» специальноçĕсене алла илнĕ, иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ инженерсем.

Пĕрлехи пурнăçра ялан юнашар пулнă туслă мăшăр, йывăрлăхсене те пĕрле çĕнтернĕ. Унсăр пуçне пурнăçра иккĕшĕ те активлă пулнине каласа кăтартаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене те пĕрле хутшăннă - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» таранах. «Пĕр çулхисем эпир, юбилейсене те пĕр çулта кĕтсе илетпĕр, парксенче те пĕрле уçăлса çÿретпĕр»,- пĕлтерет Виссарион Семенович. Халĕ вĕсем çулпа 86-ра пыраççĕ. Апла пулин те, Виссарион Семеновича паян кун та Чăваш патшалăх университетне студентсене вĕрентме чĕнеççĕ.

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика