АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Алексей Ефимов - тыр-пул ăсти, тава тивĕçлĕ ĕçчен

 Алексей Никифорович Ефимов - Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулĕсенче хамăр районпа республикăра кăна мар, çĕршывра та пысăк кăтартусемпе палăрнă «Красная Чувашия» колхозăн тĕп агрономĕнче хĕрĕх çула яхăн вăй хурса тăрăшнă ĕçчен. Алексей Никифоровичăн пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕ тăван хуçалăхăн кун-çулĕпе пĕр килнĕ. Çавăнпа вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма йывăр. Шăпах асăннă хуçалăхра вăл хăйне çĕр ĕçĕн чăн-чăн ăсти пулнине кăтартса панă.

 

«Вăрçă ачисенчен» пĕри

 

Аслă вăрçă умĕнхи çулсенче çуралнисене халĕ «вăрçă ачисем» теççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи юхăнчăк, выçлăх çулĕсенче нушаланса ÿснĕ вĕсем. Уйрăмах хырăм выççи, çиме çăкăр çукки нушалантарнă вăрçă ачисене. Çавăнпа çăкăр хакне мĕн пĕчĕкрен лайăх пĕлсе çитĕннĕ.

Алексей Енĕш Нăрваш ялĕнче 1939 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Улттăмĕш ача пулнă вăл çав йышра. Ашшĕ, Никифор Ефимович, вăл виççĕ те тултарайман чухнех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Çапах та, тем пек йывăр килсен те, амăшĕ, Александра Федоровна, е, ялтилле каласан, Санюк аппа, ачисене чун хавалне парса тĕрĕс-тĕкел

ÿстерме, вĕрентсе çын тума тăрăшнă. Ку вăл вăрçа тухса каякан мăшăрĕн пилĕ те пулнă. «Эпĕ те таврăнайăп, ачасене епле те пулин ура çине тăратма тăрăш. Вĕренес текеннисене ан чар, пулăшса пыр»,-тенĕ Никифор Ефимович çурăм хыçĕнчи кутамккине майласа кил-йышран уйрăлнă чухне.

Çапла вара çемьери çичĕ ачаран тăваттăшĕ аслă пĕлÿ илме пултарнă. Вĕсенчен пĕри - Алексей Никифорович. Вăл пĕчĕклех сăнама, вулама, ватăсен калаçăвне тăнлама, ăша хывма тăрăшнă. Кайран ватăсем каланисене тăтăшах илсе кăтартатчĕ Алексей Никифорович хăйĕн статйисенче. Ял ачисем, хамăр та çавах пулнă, ÿссе пысăкланнăçемĕн колхоз ĕçĕсене хутшăнма пуçланă. Алексей те амăшĕпе пĕрле хирти ĕçсене çÿренĕ: çум çумланă, утă пуçтарнă, çавапа пăрçа çулнă, çурлапа тырă вырнă, йĕтемре ĕçленĕ. Пĕчĕклех уй-хире, çырмасене, çывăхри вăрмансене çитсе, тавралăхпа киленнĕ, çутçанталăка юратма хăнăхса пынă. Вăл шкулта вĕреннĕ çулсенчех хаçатсем Вăрнар районĕнчи Кольцовкăри Ленин ячĕллĕ, Елчĕк районĕнчи «Победа», Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» колхозсен ĕçĕсемпе унти уй-хир ăстисем çинчен нумай çырнă, калаçнă та. «Тăван сăмах» кĕнекере те вĕсем çинчен çырнисем пулнă. Алексей çаксене çамрăклах тăнланă, хăйсен уйĕсенче тырă мĕншĕн вĕсеннинчен чылай сахалрах пулни çинчен шухăшлама пуçланă. Каярах, ботаника вĕренме тытăнсан, К.А.Тимирязев, В.Р.Вильямс, И.В.Мичурин, Т.Д.Лысенко ученăйсен ĕçĕсемпе те кĕскен паллашма май килнĕ. Вĕсем çутçанталăк йывăрлăхĕсене çĕнтерсе тыр-пул тухăçне вĕçĕм ÿстерсе пыма майсем пурри çинчен вĕрентнисене ĕненсе йышăннă. «Çапла майпа çĕрĕçĕпе ытларах та ытларах кăсăкланма пуçларăм, çак ыйтупа хаçат-журналсенче çырнисене те вулама тăрăшаттăм»,-каласа парать Алексей Никифорович. Ашшĕ 1927 çултанпах çырăнса илнĕ «Сам себе агроном» журналсенчен чылайăшĕ упранса юлнă, вĕсенче те нумай усăлли тупнă. Чылай вуласа пĕлнĕ хыççăн хăйсен хуçалăхĕнче те кăштах та пулин пысăкрах тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме пулассине ĕненме пуçланă çамрăк. Анчах агронома вĕренме кĕресси те, вĕренсе тухсан çак ĕçре ĕçлеме пултарасси те уншăн питĕ инçетри çăлтăр çути пек кăна туйăннă.

Çулсем вара шăваççĕ. Çамрăк çын ĕмĕтленмесĕр пурăнмасть. Çитменнине, шкулта та начар вĕренмен вăл. Вăтам шкул пĕтернĕ тĕле унăн агронома вĕренес шухăшĕ чылаях çирĕпленет. Ял пурнăçĕпе варлă пулнăран-и, шкул хыççăн та, кайран çар службинчен таврăнсан та, хăшпĕр çамрăксем пек хулана çул тытман вăл, колхозра ĕçленĕ, тырă акнă, çĕрулми лартнă, çулла утă-улăм пухнă, пĕр хушă стройбригадăра пулнă. Çак хушăрах заочно майпа Чăваш ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕренсе пĕлÿ илме тăрăшнă.

1964 çулхи октябрьте «Красная Чувашия» колхоз председателĕ Василий Данилов ăна хăй патне чĕнтернĕ, колхоз агрономĕ аспирантурăна вĕренме кайнă май, ун вырăнне ĕçлеме сĕннĕ. Агроном ĕçĕ йывăр тата яваплă пулнине ăнланнăран пултарайăп-ши ку ĕçе тесе те шикленнĕ вăл. Çапах та килĕшнĕ, çак утăма хăçан та пулса тумаллах пулнă.

«1964 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче колхоз прав- ленийĕн ларăвĕнче мана «Красная Чувашия» колхозăн тĕп агрономĕ пулма çирĕплетрĕç. Çапла манăн пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланчĕ: «Эпĕ - агроном»,- тесе çырнă вăл хăйĕн «Тырă пусси хумханать» кĕнекинче. Çапла вара ĕçлет те, вĕренет те. 1968 çулта института хĕрлĕ дипломпа пĕтерет.

 

Наука никĕсĕ çинче

 

«Промышленноçра инженерсĕр май килмест, çавăн пекех çĕр ĕçĕ те агрономсăр йĕркеллĕ аталанма пултараймасть»,-тенĕ хăй вăхăтĕнче Социализмла Ĕç Геройĕ Е.И.Васильева. Çынсем агрономран тыр-пул тухăçне ÿстерессе, хуçалăхра тырă ытларах туса илессе кĕтеççĕ. Апла пулсан хăвна вăйсăр кăтартни майлă мар, çанă тавăрса ĕçлемелле, çынсен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшмалла. Тыр-пул ĕçĕ çăмăл мар. Çапах та Алексей Никифоровичăн пĕтĕм пурнăçĕ, шухăшĕ-ĕмĕчĕ, тĕллевĕ тăван çĕрпе, тăван уй-хирпе пĕр тĕвве çыхăннă. Агрономшăн, çĕр ĕçлекеншĕн çакăнтан хаклăраххи, пĕлтерĕшлĕреххи мĕн пур?

«Красная Чувашия» колхоз, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, уйрăмах иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш, сакăрвуннăмĕш çулĕсенче тĕрекленсе çитнĕ, производствăра пысăк кăтартусем тăвакан вăйлă аталаннă хуçалăхсенчен пĕри пулса тăнă. Тĕпрен илсен, шăпах çак çулсенче Алексей Ефимов çĕрĕçĕпе тыр-пул туса илессине наука никĕсĕ çинче йĕркелесе янă, анлă лаптăксем çинче сăнавсем тунă, программăланă тухăç илме май пуррине кăтартса панă. Çĕнĕлĕхсемпе усă курни ĕçĕн юлашкинчен пулакан кăтартăвĕсене лайăхлатма, производствăн эффективлăхне, тупăш илессине ÿстерме пулăшнă. Программăланă тухăç никĕсĕн мелĕсемпе майĕ-сем çинчен вăл район хаçатĕнче те тĕплĕн çырса кăтартнă, хăйĕн опычĕпе ытти çĕрĕçлекенсене те паллаштарнă. Çавăн пек вăл - хăйĕншĕн çеç пурăнман çын.

Çĕрĕç культурине ÿстерессипе тата çĕре эрозирен хÿтĕлессипе тĕллевлĕ ĕçлесе пырса, енĕшнăрвашсем тыр-пул тухăçне гектар пуçне 35-39 центнера çитерме пултарнă. Уйрăм культурăсем 50-60 центнер таран тухăç панă. Çапла вара енĕшнăрвашсен наукăпа тата ĕненÿлĕхпе никĕсленнĕ хастар ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн тăрăхри начар пулăхлă çĕрсем çинче те пысăк тухăç илме майсем пуррине çирĕплетнĕ.

Тыр-пул уçă пĕлĕт айĕнче çитĕнет. Çавăнпа çанталăк кăмăлĕнчен те сахал мар килет унăн шăпи. Çулпа çул пĕр килмен чухне мĕн туса çитереймерĕмĕр-ши тесе пуçа ватни, чуна ыраттарни те пĕрре кăна мар пулнă Алексей Никифоровичăн, хăй тĕллĕн те, çĕрĕçлекенсемпе пĕрле те кашнинчех унăн тупсăмне шыранă. Ял ĕçченĕсен, специалистсен пысăк тухăçшăн хĕлĕн-çăвĕн вăй хурса ĕçлеме тата ăна опытпа, пĕлÿпе никĕслеме тивет. Агроном ку енĕпе технолог та, вĕрентекен те, пуçарулăхĕпе хавхалантарса пыракан та пулса тăрать. Алексей Никифорович хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çĕрĕçĕпе çутçанталăк вăрттăнлăхĕсене, агрономине, биологипе ытти наукăсене тарăн пĕлекен анлă тавракурăмлă специалист пулнине кăтартса панă. Вăл ученăй-агронома вĕреннĕ, çак ята хăйĕн тарăн пĕлĕвĕпе, çивĕч ăс-хакăлĕпе, пултарулăхĕпе, творчествăлла шыра

вĕпе, ырми-канми ĕçĕпе тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах хăйĕн ĕç опытне, Мускавра, республикăра тухса тăракан хаçат-журналта, район хаçатĕнче çырса кăтартнă. «Тăван çутçанталăк» кăларăмĕсенче те унăн статйисемпе тĕрленчĕкĕсем яланах паллă вырăн йышăннă. Вĕсене вулакансем паян кун та хапăлласа кĕтеççĕ. Алексей Никифорович - çутçанталăк тусĕ, çĕре, тăван тавралăха пĕтĕм чун-чĕререн юратакан çын. Агрономра ĕçленĕ çулсенче тăван тавралăх илемĕпе пуянлăхне упраса хăварас тата хушса пырас, ишĕлекен çырма-çатрасене, сăрт çамкисене çирĕплетес, тăпра эрозийĕн сиенне чакарас тĕлĕшпе нумай пархатарлă ĕç тунă вăл. Ку енĕпе хуçалăхра ятарлă звено та йĕркеленĕ. Йывăçсем лартса чĕртнинчен, çатан картасем тытнинчен пуçласа гидросооруженисем таранах ĕçе кĕртнĕ. Ансат сооруженисене хăйсемех пурнăçланă пулсан, пысăкраххисене - подрядчик-мелиораторсен вăйĕпе. Çакăнпа пĕрлех агротехника ĕçĕсене те пысăк пĕлтерĕш хунă агроном. Çĕрсене тайлăма урлă кăна сухаласа кăпкалатнă, чылай тайлăкрах вырăнсене нумай çул ÿсекен курăксем акса çирĕплетнĕ. Çырмасем хĕррисенчи лаптăксенче ятарлă пусă çаврăнăшĕсем те ĕçе кĕртнĕ.

Наука тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ çĕрĕç системи, пĕлсе йĕркеленĕ пусă çавăрăнăшĕ, сортлă вăрлăх, органикăллă тата минераллă удобренисемпе анлăн усă курни, çуркунне юр ирĕлессине йĕркелени, нÿрĕке упрама тăрăшни - çаксем пурте тухăçа хушма, тыр-пулпа выльăх апачĕ туса

илессине ÿстерсе пыма май панă. Çак ĕçсенче агронома механизаторсем, ытти çĕрĕçлекенсем, колхоз ертÿçисем пулăшса пынă. Вĕсене пысăк тав сăмахĕ калать Алексей Никифорович. Çĕнĕлĕхсене, малта пыракан опыта ĕçе кĕртсе пымасăр ÿсĕмлĕ ĕçлеме, малалла кайма çуккине агрономпа хуçалăх ертÿçисем кăна мар, ял ĕçченĕсем те ăнланса илнĕ, ыттисемпе пĕрле çав ĕçе хăйсен тÿпине хывнă, кашни çулах начар мар тыр-пул çитĕнтерме вăй хунă.

Тăван ял, тăван хуçалăх хирĕсемпе пайтах кумланă Алексей Никифорович. Миçе çĕр, миçе пин çухрăм тунă-ши çурран тата машинăпа урлă-пирлĕ - калама хĕн. Тăван çĕр хăвачĕ ăна ялан - агрономра чуна панă çулсенче те, кайран тивĕçлĕ канăва тухсан та - хал парса тăнă, унра çĕнĕ ĕмĕт-шухăшсем çуратнă. Çакă, çирĕплетсех калама пулать, хăйне те, ял ĕçченĕсене те, колхозпа патшалăха та пайта кÿнĕ.

 

Пысăк хисеп, ырă ят-сум

Ырă ĕç хăйне хăех мухтать, теççĕ халăхра. Ĕçне кура хисепĕ тесе те калаççĕ. А.Н.Ефимова иртнĕ ĕмĕрти çитмĕл-мĕш çулсен вĕçĕнчех «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят панă. Çитмĕлмĕш çулсенче ăна икĕ хутчен те Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 1983 çулта ЧР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Унăн ятне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ, вăл Тăвай районĕн хисеплĕ гражданинĕ. Çавăн пекех темиçе хутчен те ВДНХ медалĕ-сене тивĕçнĕ. Икĕ хутчен (1973 тата 1980 çулсенче) Мускавра çĕршыври агрономсен канашлăвне хутшăннă. Унтан вăл халăх академикĕпе Терентий Семенович Мальцевпа тĕл пулса калаçма тата унран автограф илме тÿр килнĕшĕн хавхаланса таврăннă.

Юбилейсен тĕлне - пĕрер кĕнеке

 А.Н.Ефимов 2009 çулта «Тырă пусси хумханать» кĕнеке кăларни те вулакансемшĕн пысăк парне пулчĕ. Çав вăхăтрах - хăйшĕн те. Çитмĕл çулхи юбилейĕ тĕлне кун çути курнă çак сумлă ĕç. «Колхоз агрономĕ çырнинчен» тенĕ кĕнеке хуплашки çине. Çакă та çывăхлатать кĕнекепе. Хăйĕн тухăçлă, пултаруллă та творчествăлла пурнăçĕн пысăк тапхăрне агрономра вăй хурса ĕçленĕскер, вăл кĕнекере çĕрĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе хăйнеевĕрлĕхĕсем, малта пыракан технологипе наука мелĕсем, çитменлĕхсемпе çĕнĕлĕхсем, колхозăн хастар ертÿçисемпе ĕçченĕсем, ял пурнăçĕ çинчен уçăмлă та ансат чĕлхепе çырса кăтартнă. Кĕнекере тăван тавралăх илемĕпе пуянлăхĕ, уншăн епле кĕрешни те куç умне чĕррĕн тухса тăрать.

Хăй сакăр вунă çул тултарнă тĕле вара тепĕр кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. «Тăван тавралăх чи хакли» ятлă вăл. Унта çут çанталăк çинчен çырнă тĕрленчĕксен пуххине кĕртнĕ вăл. «Эпир çутçанталăк ырлăхĕпе, илемĕпе киленсе пурăнатпăр. Вăл пире тăван анне пекех хăйĕн ытамне çупăрлать, пире пурнăçра чи кирлине пурне те парать - таса сывлăшне, çутă хĕвелне, сиплĕ шывне... Пурте пĕлетпĕр, вĕсемсĕр пурнăç çук. Çавăнпа пирĕн хамăрăн та çутçанталăка упрамалла, уншăн хамăртан мĕн килнине пурне те тума тăрăшмалла»,-тет вăл кĕнеке умсăмахĕнче.

Питĕ тĕрĕс те вырăнлă сăмахсем. Алексей Никифорович хăй те, çак кĕнекесен ансат чĕлхипе пуян содержанийĕ пекех, канăçсăр чун-чĕреллĕ, нихăçан та хăйне пысăка хуман сăпайлă та ырă кăмăллă çын. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕнче ĕçлеме чĕнсен те, ял пурнăçне хулапа улăштарман вăл. Унăн пурнăçĕ тулли те пархатарлă. Ÿлĕмрен те çапла пултăр.

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика