АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Елена Бадаева - çăкăр ăсти, пултаруллă ертÿçĕ

Хамăр тăрăхри Çĕнĕ Ишпуç ялне пур енчен те хутăш вăрман хупăрласа тăрать. Кунтах Иш тата Кăпаш шывĕсем юхса выртаççĕ, унтан, пĕр-пĕринпе пĕрлешсе, кайсан-кайсан Кĕтнене юхса кĕреççĕ. Ялĕ хăй те йывăçлă. Вăл çут тĕнчепе асфальтлă çулпа çыхăннă. Çак ялта çуралса ÿснĕ те эпир халĕ çырса кăтартакан Елена Игнатьевна Бадаева - çăкăр ăсти тата Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕн генеральнăй директорĕ.

Хастар кăмăлпа

 

Вăл 1946 çулхи майăн 9-мĕшĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа çулталăк çитсен, çут тĕнчене килнĕ. Йышлă çемьере ачасем çиччĕн пулнă: ултă хĕр те пĕр ывăл. Ашшĕ, Игнатий Максимович Сайков, пĕрремĕш ушкăнри вăрçă инваличĕ шутланнă, сурансене пула 1964 çулта çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, Евдокия Андреевна, мăшăрĕ пекех колхозра ĕçленĕ, 1972 çулта пурнăçран уйрăлнă. Лена ялти çичĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн

кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Кайпăç районĕнчи Кив Терпитри вăтам шкула çÿ-ренĕ. Кĕркунне-и, хĕлле-и - ниме пăхмасăр тенĕ пек ял вĕçĕнчен тухса вăрман урлă Кив Терпите шкула васканă. Лайăх вĕренме тăрăшнисĕр пуçне, тракторист-комбайнер специальноçне те алла илнĕ хастар хĕр. Пурнăçра техникăна пĕлни пăсмасть тенĕ ĕнтĕ вăл хăй ăшĕнче.

Çакнашкал ĕмĕт-шухăшпах, малалла вĕренсе çын пулас кăмăл-туйăмпах ялтан хăпса тухать пĕр çутă кун, хулана çул тытать, 1964 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Шупашкарти çăкăр заводне вырнаçать Елена Игнатьевна. Вунсаккăрти ял хĕрĕшĕн çăкăр завочĕ чуна çывăхрах пулнă-ши ĕнтĕ/ Ĕçе тиркемен вăл. Пĕве çитнĕ çамрăк кунта урай çăвакантан пуçланă хăйĕн ĕçлĕ кун-çулне. Унтан çăкăр пĕçерес ĕçе вĕренсе пынă: форма сĕрекен, формăна чуста хуракан, чуста çăракан, çăкăр пĕçерекен, смена мастерĕ, кассир пулнă. Çине тăраслăхĕ çитнĕ унăн. Ĕçленĕ хушăрах вĕренме, пĕлĕвĕпе ăсталăхне ÿстерсе пыма тăрăшнă: 1968 çулта Мускаври апат-çимĕç техникумĕн-чен, 1980 çулта апат-çимĕç промышленноçĕн Пĕтĕм Союзри заочнăй институчĕн технологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Техникум хыççăн бригадирта, технологра, производство начальни- кĕнче ĕçленĕ. 1985 çултанпа Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕн директорĕн- че, 1993 çултанпа «Çăкăр» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн-че вăй хурать. Çапла вара Е.И.Бадаева çăкăр заводĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 55 çул çитрĕ кăçал, ăна ертсе пыма тытăннăранпа - 34 çул.

 

Тĕп çăкăр завочĕ

 

Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕ - малалла аталанакан пысăк предприяти. Вăл çăкăр тата çăкăрпа булка изделийĕсен ассортименчĕ- пе тата вĕсен пысăк пахалăхĕ-пе ырă ят-сум илнĕ. «Çăкăр хăйне евĕр апат-çимĕç продукчĕ, вăл яланах пахалăхлă пулмалла»,-тет предприятин генеральнăй директорĕ Елена Бадаева.

Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕ 1934 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе пуçăнни паллă. Йышĕ пĕчĕк пулсан та, ун чухнех ăна виçĕ сменăпа ĕçлеттернĕ. Вăл вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăнхи юхăнчăклăх çулĕсенче те халăха çăкăрпа тивĕçтернĕ тата паянхи кун та малтисенчен пĕри шутланать. Вăрçă çулĕсенче çăкăр завочĕн продукцийĕ сахал мар çын пурнăçне çăлса хăварнă.

Çулсем иртнĕçемĕн предприяти вăй илсе пынă. 80-мĕш çулсенче Чăваш Ен правительстви укçа-тенкĕрен пулăшнипе 1-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕн хăвачĕ те ÿс- сех пынă. Хĕр пуççăн завода ĕçлеме кĕрсе кĕске хушăрах темиçе специальноçа алла илме пултарнă тата вĕренсе пĕлĕвĕпе ăсталăхне тарăнлатнă Елена Бадаева ертсе пыма тытăннă çулсенче çăкăр завочĕ хăш-пĕр йывăрлăхсем пулсан та малаллах талпăннă. Предприяти халичченхи пекех виçĕ сменăпа ĕçлет, çынсен сĕтелĕ çинче яланах тин пĕçернĕ çăкăр, батон тата сушкă пултăр тесе вăй хурать. Халĕ ĕнтĕ предприятин хăйĕн магазинĕсем, автопарк, котельнăй пур. Малтансенче хăйĕн машинăсем çителĕксĕр пулнăран та продукцие çынсем патне вăхăтра çитереймен. Производствăра черетлĕ реконструкци тунă, пиллĕкмĕш, улттăмĕш линие хута янă. Завода çĕнĕ оборудованипе, хатĕр-хĕтĕрпе пуянлатнă, вăл ку тĕлĕшпе республикăра малтисенчен пĕри пулса тăрать. Паянхи кун 1-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕ - 300 ытла ятпа продукци кăларакан малта пыракан тупăшлă предприяти. Кунта пĕтĕм продукцие чăн-чăн ингридиентсенчен, тутăлăхĕпе техĕмлĕхне лайăхлатакан химилле япаласемсĕр, туса кăлараççĕ, мĕншĕн тесен йăлана кĕнĕ рецептсемпе усă курнă чухне вĕсем кирлĕ те мар. Предприяти ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларакансемпе тачă çыхăнса ĕçлет тата вĕсене хăй енчен те аталанма пулăшать. Вĕт çăкăрпа булка тата ытти изделисем туса

хатĕрленĕ чухне чăн продуктсемпе - çăмартапа, çупа тата сĕтпе усă кураççĕ-çке-ха. Завод продукци пахалăхне ÿстермешкĕн çĕнĕ ĕç хатĕрĕсем, технологи линийĕсем хута янипе пĕрлех, продукци ассортиментне пуян тăвассипе те нумай тимлет. Кунта çынсене кăмăла каймалли çĕнĕ çимĕç туса кăларас тесе пайтах тăрăшаççĕ. Специалистсем кунĕн-çĕрĕн шухăшланипе, пĕрле пухăнса темиçе хут та тишкернипе пулса çитет те çĕнĕ çимĕç. Тавара сутма кăларса та вăл е ку çимĕç пирки çынсен шухăш-кăмăлне пĕлеççĕ. Çакăн хыççăн тин çĕнĕ продукцие массăллăн кăларма тытăнаççĕ. Çăкăр завочĕн коллективĕ хăйĕн продукци пахалăхне лайăхлатассипе пĕрмай тимленине, производствăна çĕнетсе пыма вăй хунине, лайăх чĕртавар тăратакансемпе туслăн ĕçленине палăртать гендиректор. Продукци хакне ÿстернипе мар, унăн пахалăхне лайăхлатса пынипе конкуренцире çĕнтерсе пырать предприяти. Вăхăтран-вăхăта дегустаци ирттерни те туянаканпа тачă çыхăну тытма, продукцие епле йышăннине хаклама май парать.

Предприятин тĕп ĕçĕ-хĕлĕ - çăкăр-булка, сушкă тата кондитер изделийĕсем туса кăларса сутасси, вĕсене халăх патне вăхăтра çитересси. Çавăнпа предприяти производствăна техника тĕлĕшĕнчен çĕнетсе, реконструкци туса лайăхлатса пыма, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме, çак тĕллевсемпе укçа-тенкĕ ытларах хывма тăрăшать. Çапла майпа чикĕ тулашĕнче туяннă çăкăр пĕçерсе хатĕрлекен çĕнĕ кăмака та, тутлă та евĕклĕ мини-круассанпа тивĕçтерекен ятарлă оборудовани те вырăн тупаççĕ предприяти цехĕсенче.

Нумай çул ĕнтĕ предприяти тĕрлĕ смотрсемпе конкурссене ăнăçлă хутшăнать, вĕсенче унăн продукцине чăннипех те пысăк хак параççĕ. Кашни çулах «Çăкăр» УАО продукцийĕ Мускавра иртекен Пĕтĕм Раççейри пахалăх смотрĕсенче пысăк наградăна тивĕçет, «Раççейри чи лайăх 100 тавар» тата «Чăваш Республикинчи пахалăх марки» конкурссенче I тата II степеньлĕ дипломсене, ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçет. Унăн «Дарницкий», «Сывлăх», «8 злаков», «Здоровье» çăкăрĕсене лауреат ятне панă. Предприятие çĕнĕлĕхсемпе паллашма Чăваш Енри тата Раççейри ытти регионсенчи предприятисенчен те килсе çÿреççĕ. Производствăна аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ çăкăр заводне Раççейри çăкăр пĕçерекенсен Союзĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ, предприятие «Ылтăн çавра çăкăр» («Золотой каравай») преми панă.

Çăкăра хаклама пĕлекен çын ыркăмăллăх, пулăшу ĕçĕсенчен те айккинче тăмасть. Елена Бадаева ертсе пыракан предприяти çулленех сывлăх сыхлавне, вĕренĕве, искусствăпа спорта аталантарма, чиркÿсемпе мăнастирсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене спонсорла пулăшу пама тăрăшать.

Çак пархатарлă ĕçе пысăк

тÿпе хывнăшăн Пĕтĕм тĕнчери ыркăмăллăх фончĕн Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ. Çакна та асăнса хăварар: хальхи вăхăтра Елена Игнатьевна Бадаева хăй çуралса ÿснĕ тăван ялĕнче чиркÿ хăпартса лартнă. Вăл «Тăвайри кооператив» потребобщество магазинĕпе ялти клуб хушшинче çĕкленнĕ. Хальхи вăхăтра унта чиркÿ тăррине витеççĕ, шалта штукатурка тăваççĕ.

 

Ыттисемшĕн тĕслĕх

 

Кăçалхи март пуçламă- шĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Цехсенче кăтартса çÿренĕ май, уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Елена Бадаева производствăна еплерех йĕркелени, уйрăммăн илсен çăкăр тата сушка мĕнле пĕçерни, пысăк технологисем, çăкăр пĕçерекенсен хастар кăмăл-туйăмĕпе ĕçĕсем çинчен каласа панă.

-Халăха эпир куллен çăкăр-булка, сушка тата кондитер изделийĕсен 300 ытла тĕсне туянма сĕнетпĕр. Пĕлтĕр çеç производствăна 25-шне кĕртрĕмĕр. Кăçал та тимлетпĕр ку енĕпе, çулталăк пуçламăшĕнченпех таварсен йышĕ хушăнма тытăнчĕ,-тенĕ Елена Игнатьевна.

Вăл завод талăкра мĕн чухлĕ продукци кăларнине, унăн хисепĕпе пĕрлех пахалăхĕшĕн те хыпса çуннине, сушка йышшисем уйрăмах лайăх сутăннине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ акт залĕн-че ĕç коллективĕпе тĕл пулнă чухне вара Елена Бадаева хăйсен умне тухса тăнă çивĕч ыйтусене те хускатнă.

Регионта çăкăр пĕçерекен заводсем пĕчĕкки тата пысăкки пурĕ 57 шутланаççĕ. Çăкăр-булка пĕçерсе кăларакан предприятисен хушшинче ку чухне вăйлă конкуренци йĕркеленнĕ пулин те, завод хăйĕн продукцине малалла çул парса ăнăçлă ĕçлесе пынăшăн ЧР Пуçлăхĕ коллектива тав тунă.

«Манăн çемье сĕтелĕ çинче хура çăкăр яланах пулнă, ÿлĕм те пулĕ. Анчах пирĕн хушăмăрта çăкăр çиме юрамасть текенсем те пур. Чăннипе вара тулăпа ыраш çăнăхĕсене хутăштарса пĕçерни тата хура çăкăр çынсемшĕн усăллă, вĕсем организма тĕрлĕ витаминсемпе, микроэлементсемпе тивĕçтереççĕ»,-тенĕ Михаил Игнатьев.

Вăл Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ яланах çĕнĕлĕхсене тĕпе хурса ĕçлесе пынине, вăл кăларакан таварсен тĕсĕсем нумай пулнине, халăх унăн продукцине шаннине палăртнă. Предприяти уçăмлă ĕçлет, налуксене вăхăтра тÿлет, çапла вара ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине асăннă республика ертÿçи.

Çăнăх хакланни предприятин çăкăр хакĕ çине те палăрмасăр тăма пултараймасть ĕнтĕ. Ун пирки те сăмах пулнă. Çăкăр хакĕ тырă хакĕнчен тÿрремĕнех килет, тенĕ. Çулталăк ытла каялла унăн кашни килограмĕ 5-9 тенкĕ тăнă пулсан, кăçалтан пуçласа ял хуçалăх организацийĕсем апатлăх туллăн кашни тоннине 13500 тенкĕ-лле сутма тытăннă. Фуражлăх тыррăн хакĕ те нумай

ÿснĕ. Экспертсем тыррăн сутлăх хакĕ татах хăпарма пултарасса систереççĕ. Çакна хамăр çĕршывра та, унăн тулашĕнче те тырă лайăх сутăннипе сăлтавлаççĕ. Çапах та çăнăх хакĕ Чăваш Енре Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче Тутарстан хыççăн чи йÿннисенчен пĕри пулнине палăртнă.

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика