АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренме тата ĕçлеме яратпăр (общество, занятость)

20 июня 2008 г.

Вĕренме тата ĕçлеме яратпăр (общество, занятость)

 
“АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕ пулăшнипе халь ял çынни пурнăç тата ĕç условийĕсене лайăхлатассишĕн тимлет, тĕрлĕ мелсем шырать, кредит илсе кил хуçалăхĕнчи хуралтăсене çĕнетет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, ял хуçалăх техники туянать, çĕрпе туллин усă курма тăрăшать.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр та патшалăх услугисене илме пыракан çынсене пулăшассишĕн тимлет, вĕренме ярать. Кăçал 14 çынна ял хуçалăх механизаторĕ профессине илме пулăшнă. Республикăри ял хуçалăх министерствин, Кÿкеçри вĕрентÿпе производство комбиначĕн Тăвайри филиалĕнче П.Я. Гурин вĕрентекен ертсе пынипе малтан теори пĕлĕвĕ илчĕç ĕç шыракансем. Унтан “Дорстрой” тулли мар яваплăхлă тата “Сельхозхими” обществăсенче, В.Кайсаровпа В.Грачев фермерсен хуçалăхĕсенче практикăра пулчĕç. Тракторпа ĕçлеме пултарнине çирĕплетсе пачĕç. Çу уйăхĕн вĕçĕнче вара вĕсем экзамен тытрĕç, механизатор профессине алла илни пирки пĕлтерекен свидетельствăллă пулчĕç.
Çулталăк пуçланнăранпа Тăвайри ĕçпе тивĕçтерекен центр 39 çынна тĕрлĕ профессипе вĕренме янă. Пурĕ 50 çынна вĕрентмелле кăçал. Ĕç рынокĕнче халь ытларах строительствăпа промышленноçра вăй хума рабочисем кирлĕ. Çĕнĕ профессиллĕ пулма ĕмĕтленекенсене хаваспах тивĕçтеретпĕр, вĕренме яратпăр. Ĕç тупайманнишĕн тÿрех пăшăрханса ан ÿкĕр, пирĕн специалистсемпе килсе канашлăр. Эпир сирĕн ыйтăвăра татса пама тăрăшăпăр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕренме янă çынсем экзамен тытма хатĕрленеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика