АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял спортсменĕсем Çĕмĕрлере тупăшрĕç (Сельское хозяйство, спорт)

20 июня 2008 г.

Ял спортсменĕсем Çĕмĕрлере тупăшрĕç (Сельское хозяйство, спорт)

 
Пирĕн республикăра ял спортсменĕсен çуллахи вăййисене чи малтан 1958 çулхи çĕртме уйăхĕнче Вăрнар районĕнчи Калининăра ирттернĕ. Çакăн пек ăмăртусем ытларах Шупашкарта, Канашра, Çĕрпÿре, Вăрнарта, Вăрмарта, Патăрьелĕнче, Тăвайра йĕркеленĕ.
ЧР Ял хуçалăх, физкультурăпа спорт тата туризм министерствисен йышăнăвĕпе ХVI ăмăртусем кăçалхи çĕртме уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче Çĕмĕрлере иртнĕ. Вĕсене Раççей тата Республика кунĕсене халалланă.
 
Çĕмĕрлере ăмăртусем “Олимп” физкультурăпа сывлăх комплексĕнче, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче, спорт залĕсенче иртнĕ. Вĕсен программинче спортăн 14 тĕсĕ пулнă: армспорт, ирĕклĕ кĕрешÿ, волейбол, сĕтел çи теннис, лапталла тата чушкăлла вылясси, çăмăл атлетика, кире пуканĕ йăтасси, полиатлон, канат туртасси, шывра ишесси, спорт çемйисен тата механизаторсен тупăшăвĕ. Шел, çак мероприятисене футбола кĕрт-мен.
Ăмăртусене районсен командисем, мĕнпурĕ 700 ытла спортсмен хутшăннă.
Палăртса хăвармалла, механизаторсен тупăшăвĕ пуçласа иртнĕ. Ку енĕпе Тăвай район чысне “Новый путь” хуçалăхри Сергей Сергеевпа “Красная Чувашия” хуçалăхри Олег Григорьев трактористсем хÿтĕлерĕç: иккĕшĕ те вĕсем ĕçре хастар пулнипе пĕрлех спортпа туслă. Вĕсен палăртнă траекторипе тракторпа васкавлă маневр кăтартмалла, бассейнра 25 метр ишмелле тата туртăнмалла. Малти вырăнсене йышăнаймарĕç пулин те, ытти районсен механизаторĕсемпе тĕл пулма, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма май килнĕшĕн кăмăллă, терĕç вĕсем.
Районтан ял спортсменĕсен ăмăртăвĕсене 30 çамрăк хутшăннă, 8 енлĕ кĕрешÿре тупăшнă.
Лапталла выляссипе 4-мĕш вырăн йышăннă район команди. Ун йышĕнче пурте Тăвай çамрăкĕсем – Александр Ефимов, Александр Иванов, Василий Антонов, Игорь Васильев, Олег Ломоносов. Призлă вырăна тухма та май пулнă пирĕн. Анчах финала тухмалли юлашки вăййа 5:5 шутпа вĕçлесе, хушса панă вăхăтра пулас чемпионсене, канашсене, выляса янă. Сăмах май, пирĕн кÿршĕ район спортсменĕсем ял ăмăртăвĕсен тĕп парнине тивĕçнĕ, республика чысне Раççейре хÿтелеççĕ.
Тăвайсем спортăн ытти енĕпе мĕнле кăтартусем тунине тишкерес пулсан, алă виçекенсен çитĕнĕвне асăнмалла. Хăйсен ушкăнĕнче Роман Александров – 2-мĕш, Василий Сельминпа (иккĕшĕ те Тăвайран) Ирина Филиппова (Тушкил) 3-мĕш вырăнсене тухнă.
Сĕтел çи тенниспа Эдуард Буинцевпа Анастасия Васильева командăна 6-мĕш вырăна кăларнă.
Канат туртассипе, çăмăл атлетикăпа, шывра ишессипе, кире пуканĕ çĕклессипе вара малти чи лайăх 10 команда шутне кĕнĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Роман Александров хăй ÿсĕмĕнче иккĕмĕш пулнă.
 
Сăн ÿкерчĕкре: С.Сергеевпа О.Григорьев механизаторсем тата Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ А.Семенов ăмăртусем хыççăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика