АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕре яхăн пĕрле (Общество)

17 июня 2008 г.

Кун-çул хăвăрт шăвать. “Тин кăна çамрăк пекчĕ, ĕç çумне çыпăçас, ÿсес, вăй-хала çирĕплетес килетчĕ”, – аса илет халĕ ĕç ветеранĕ Лидия Степановна Лисицина.
Вăл Ямпулат, Тушкил ялĕсемпе кÿршĕллĕ Шăхаль хĕрĕ. Асăннă ял Вăрмар районне кĕрет. Лида çамрăклах коллективлă хуçалăх ĕçне хутшăннă, уйра та, фермăра та ĕçленĕ – нихăшне те тиркемен. Вăй-хал пулнă, тăрăшнă, пĕр ĕçре те кайра пулман. Пĕве çитсен Ямпулат каччине Геннадий Лисицина юратса пăрахнă. Лешĕ вăл вăхăтра таврари ялсенчи халăха кино кăтартса савăнтарнă.
Пĕррехинче Шăхаль ялне те кино кăтартма пырса çитнĕ вăл. Ялти куштан каччăсем, клуба укçасăр кĕрес шутпа, киккириккисене хĕретсе пынă пулнă. Геннадий, киномеханик, укçасăр кĕртме килĕшмен. Çавăншăн кĕрнеклĕ каччăна темиçен çапса ÿкернĕ. Тĕркешÿ пуçланса кайнă. Пăхса тăракансенчен пĕр Лида ятлă хĕр кăна çухалса кайман, тÿрех ял куштанĕсене хирĕç “атакăна” кĕнĕ. Çапла майпа ÿсĕрскерсене пĕрин хыççăн тепĕрне клубран тасатнă вăл. Тин йĕрке пулса тăнă клубра. Сеанс хыççăн Геннадий хĕре хваттере çитерсе яма ÿкĕтлет. Лешĕ килĕшет. Хваттере кĕртсех ярать чиперкке хĕр каччăна.
Çак каçран пуçласа вĕсен хушшинче вĕри туйăм – юрату амаланма тытăннă. Час-часах мар пулин те, тĕл пулкаланă вĕсем. Киномеханикĕн сахал мар яла çитсе кино кăтартмалла пулнă. Шăхальне çитсе ÿксен вара икшер каç харăс кино кăтартни те пĕрре çеç мар пулнă. Мĕнле калас, юрату туйăмĕсем çыхса тăнă.
1961 çулта вара икĕ хĕрÿ чĕрешĕн кĕтнĕ вăхăт çитнĕ: июнĕн 4-мĕшĕнче Лидăпа Геннадий мăшăрланаççĕ. Ялта çемьеленсе пурăнма кил-çурт пулманран вĕсем Вăрмар поселокĕнчи автопредприятире ĕçлеме пуçлаççĕ: арăмĕ – кассирта, кондукторта, упăшки – токарьте. Кĕçех хастар мăшăра предприяти дирекцийĕ виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер парать. Ĕçĕ ал айĕнче. Ачисем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килеççĕ. Ĕçле те савăнса пурăн кăна ĕнтĕ. Анчах “Рассвет” колхоз председателĕ Николай Павлович Павлов Геннадие тăван ялне токаре куçма тилмĕрет. Вăл вăхăтра коллективлă хуçалăхсем те токарь станокĕсем туянма пуçланă. Анчах вĕсемпе ĕçлеме пĕлекен кадрсем кирлĕ пулнă.
Килĕшеççĕ Лисицинсем яла таврăнма. Лида колхозра тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшать, чылай çул хушши хăмла та туса илет. Хăмла йăранĕсене гектар çине куçарса шутласан тухăçĕ те лайăх тухать унăн çулсерен. Ĕçне кура хисепĕ. Тав хучĕсемпе хаклă парнесем пĕрре кăна мар илнĕ вăл. Хуçалăхăн хăмла пахчи пĕтнĕшĕн паян кун та кулянса калаçать ĕç ветеранĕ. Самани те тивĕçлипе хакламарĕ курăнать çак паха культурăна. Хальхи çамрăксем ялтан аякка ĕçлеме çÿреççĕ, анчах унта та алла хăй тĕллĕн нимĕн те кĕмест. Çапах та “Шимкусский” хуçалăх малаллах талпăннăшăн савăнать Лидия Степановна. Упăшки, Геннадий Васильевич, халĕ те трактор паркĕнче токарьте тăрăшать, хуçалăха вăй çитнĕ таран пулăшать.
Лисицинсен кил-хуçалăхĕ тĕреклĕ. Пахчинче тĕрлĕ çимĕç йывăççи ÿсет, унсăр пуçне тĕрлĕрен пахчаçимĕç лартса тăваççĕ. Пахча тенĕрен, вĕсен çĕрулми ани çуллен тап-таса, ниçта пĕр çум курăк курăнмасть.
Пÿртĕнче те хăтлă та çутă. Çут çанталăк газĕ ăшăтать. Лисицинсен пилĕк ача çуралнă. Вĕсем халĕ хăйсем çемьеллĕ, тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ. Ватăсем вара мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Лидия Степановнан çуралнă кунĕ – вăл çитмĕл тултарать. Ĕмĕрÿ сурпан пек вăрăм, пурнăçу хушпу кĕмĕлĕ пек çутă, ватлăху канлĕ пултăр. Çапла ырă сунас килет çепĕç чунлă та вашават Лидия Степановнана. 47 çул пĕрле, алла-аллăн тытăнса килĕштерсе пурăнаççĕ Лисицинсем. Мăшăрланнăранпа çур ĕмĕр çитсе пынине те çапла татуллă та ырлăх-сывлăхлă кĕтсе илмелле пултăр вĕсен.
Тăвансем пухăнсан, “Пурăнар тăван, пурăнар” текен юрра шăратасса шансах тăратăп.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика