АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрер пăт сăваççĕ (Сельское хозяйство, экономика)

17 июня 2008 г.

Çуллахи ешĕл курăк – выльăх-чĕрлĕхшĕн паха апат. Унра организма мĕн кирли пурте пур темелле. Çавăнпа выльăхсем кĕтĕве тухсан ÿт-пÿрен те çирĕпленеççĕ, продукци те хушаççĕ.
“Чутеевский” ял хуçалăх кооперативĕнче сĕт кĕтĕвĕ, чăн та, йышлă мар: ĕнесем мĕн пурĕ те хĕрĕх пуçран иртмеççĕ, – пĕлтерет пире кунти ферма заведующийĕ Н.П.Кузнецов. Кĕтÿ йышне кура дояркăсем те сахалăн, иккĕн кăна: Надежда Жарковапа Галина Цирульникова. Вĕсемсĕр пуçне çуллахи вăхăтра тепĕр икĕ кĕтÿçĕ пур – Виталийпе Анатолий Кабартовсем. Вĕсем ĕнесемпе пĕрле кунĕпех уйра. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕ вĕçленсе пынă чухне сĕт выльăхĕсене хăй вăхăтĕнче пулса пĕтмен сăра завочĕ çывăхĕнчи уйра кĕтетчĕç. Калас пулать, ĕнесем сĕт аван антараççĕ, кашни вăтамран пĕрер пăт. Çапла вара ăна сĕт вăхăтĕнчен тухайман çамрăк пăрусем валли хăварсан та, хуçалăхăн куллен çур тонна ытлашшипех продукци сутса укçа тума майсем пур.
Ĕнесем, заведующи каланă тăрăх, тĕпрен илсен, пăруласа пĕтернĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсен, ку таранччен çапла тума ĕлкĕрейменнисен те, тепре йăх хăварма, çĕнĕрен пĕтĕленсе юлмалла пулать. Урăхла майпа пăру илеймĕн. Ку тĕлĕшпе, паллă ĕнтĕ, прогрессивлă меслетпе – лайăх йăхлă вăкăрсен паха вăрлăхĕпе искусственнăй майпа пĕтĕлентерсе хăварнине мала хураççĕ.
Çу тапхăрĕ – пысăк сăвăм вăхăчĕ. Ĕнесене ешĕл апатпа, шывпа, тăварпа йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăрсан, сĕт чылай хутшăнмалла ку ырă вăхăтра. Заведующи кĕтĕве кĕçех Кĕтне юхан шывĕ хĕрринчи улăха илсе анасси çинчен систерчĕ. Çу кунĕсенче ешĕл апат конвейерĕ татăлмалла мар ĕнтĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика