АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене усрава илнĕ (Общество)

10 июня 2008 г.

Ачасене усрава илнĕ (Общество)

Кăçал Раççейре çемье çулталăкĕ пулнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çавăнпа хамăр ялти лайăх кил-йышсемпе паллаштарас килет. Вĕсем çирĕп кил-çурт çавăрнă, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пĕрле пахчара тĕрмешеççĕ. Туслă пурăнаççĕ, ĕçлеме ÿркенмеççĕ. Ачасем телейлĕ вĕсенче. Çакнашкал çемйесен шутне Йăнтăрчăри Шаймановсемпе Борисовсене кĕртес килет.
Ирина Анатольевнапа Борис Гурьевичăн виçĕ ывăл çитĕнет. Аслисем Артурпа Андрей салтака кайса килнĕ. Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Кирилл ялти шкулти 6 класа лайăх паллăсемпе вĕçлерĕ. Кунсăр пуçне Шаймановсем тăванĕн ачисене усрава илнĕ. Кольăпа Карина çĕнĕ çемьере хăйсене аван туяççĕ, шкулта тăрăшса вĕренеççĕ. Ирина Алексеевна “Луч” ЯХПКра тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă, халь ачасем сывă çитĕнччĕр тесе тимлет, Борис Гурьевич тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çÿрет.
Борисовсен те усрава илнĕ ача пур. Руслан Йăнтăрчăри шкулта пĕлÿ пухать, 6 класс пĕтерчĕ. Алина Николаевнапа Борис Романовичăн хăйсен виçĕ ача пур. Асли, Борис, спортпа туслă. Канашри училищĕре вĕренет. Саша та çăмăл атлетикăпа интересленет, тăххăрмĕшĕнчен аван вĕренсе тухрĕ. Лиля пиччĕшĕсенчен ырă тĕслĕх илет. Çемье пуçĕ ачисемшĕн тăрăшать, ытти вырăнсене ĕçлеме каять. Мăшăрĕ, Алина Николаевна, шкулта тасалăхшăн вăй хурать.
Борисовсемпе Шаймановсем иртнĕ уйăхра ялти библиотекăра çемье кунне уявлама хаваспах хутшăнчĕç, хăйсен пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç, ырă ĕçсен çулталăкĕнче пурне те пĕр-пĕрне яланах ырă тума сунчĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Йăнтăрчăри Шаймановсемпе Борисовсен çемйисем библиотекăри тĕлпулура.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика